Шупашкар. Балет. Фестиваль
Чăваш патшалăх опера тата балет театрӗнче «Пушкиниана» хореографсен творчество лабораторийӗн конкурс суйлавӗн пӗрремӗш тапхăрне пӗтӗмлетнӗ
Чăваш патшалăх опера тата балет театрӗнче «Пушкиниана» хореографсен творчество лабораторийӗн конкурс суйлавӗн пӗрремӗш тапхăрне пӗтӗмлетнӗ.
Суйлав турне хутшăнама 2023 çулхи октябрӗн 2-мӗшӗнчен ноябрӗн 29-мӗшӗччен 30 яхăн заявка йышăннă. Суйлав условийӗсемпе конкурса Раççей гражданинӗ, хореограф хутшăнма пултарнă. Мӗнле стильпе ӗçлет вăл, миçе çулта, паянхи балета мӗнле курать— конкурса хутшăнма пурне те ирӗк панă.
Положени тăрăх суйлав икӗ тапхăрпа иртет. Творчество лабораторине «Чăваш патшалăх опера тата балет театрӗ» автономлă учрежденин балет труппине аталантарассишӗн йӗркеленӗ. Çӗнӗ хореограф-постановщиксене тупас, наци репертуарне анлăлатас тӗллевпе пуçарнă çак пысăк ӗçе. Кăçал А. С. Пушкин çуралнăранпа 225 çул çитнине астуса творчество лабораторине «Пушкиниана» ят панă. XXVIII Халăхсен хушшинчи балет фестивалӗ уçăлнă тӗле «Пушкиниана» творчество лабораторийӗ пире çӗнӗ ятсемпе паллаштарӗ.
Финала виçӗ хореограф тухнă: Петербург консерваторийӗнчен вӗренсе тухнă, халăхсен хушшинчи тата Раççей конкурсӗсен лауреачӗ, Раççейри тӗрлӗ театрсенче мюзиклсем, оперăсем лартнă Антон Дорофеев; Петербург консерваторийӗн студентки, Б. Эйфман ташăсен академийӗнче тата Таллинри (Эстони) хореографи училищинче вӗреннӗ Ксения Скареднова; Ленинград культура институтӗнчен, çаплах Петербург консерваторийӗнчен вӗренсе тухнă, Михайлов театрӗнчи (Санкт-Петербург) опера труппин хореограф ассистенчӗ Мария Сидоренко.
XXVIII Халăхсен хушшинчи балет фестивалӗ 2024 çулхи мартăн 31-мӗшӗнче Анисим Асламасăн «Нарспи историйӗ» балетпа уçăлать. Фестиваль апрелӗн 9-мӗшӗнче гала-концертпа вӗçленет. Унта Раççей балечӗн çăлтăрӗсем хутшăнаççӗ. Фестиваль репертуарӗнче С. Рахманинов музыкипе лартнă «Рапсодия», «Симфонические танцы» балетсем, «Анюта» (В. Гаврилин), балет искусствине пысăк тӳпе кӗртнӗ Петипа, Леонид Якобсон хореографсене халалланă ташă каçӗсем — фестиваль питӗ хăйне евӗрлӗ, интереслӗ пуласси куçкӗрет.
Сăнӳкерчӗк gcheb-kult.cap.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев