Шупашкарта «Çăкăр чĕлли» драмăн премьери иртнӗ
Апрелӗн 22-мӗшӗнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн сцени çинче чăвашсен паллă писателӗ Ева Николаевна Лисинан автобиографи калавӗ тăрăх лартнă спектаклӗн премьери пулнă. Вăрçă хыççăнхи тӗрӗслевсем çинчен каласа паракан спектакле вырăнти правительство пулăшнипе лартнă, ăна Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă.
Премьерăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗн министрӗ Светлана Каликова тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ева Лисина çыравçă хутшăннă.
«Постановкăн тӗп геройӗсем – пирӗн ентешсем, вӗсен шăписем вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене кăтартса параççӗ. Вӗсен хуйхи-суйхи урлă Раççей çыннин чунӗн чăн-чăн вăйӗ, çирӗплӗхӗ тата Тăван çӗршыва юратни палăрать. Постановка пирӗн асатте-кукаçейсен паттăрлăхӗ çинчен чӗррӗн аса илтерет. Ева Николаевнăна тата театрăн пӗтӗм коллективне çак историе чӗререн те чуна пырса тивекен туса пурнăçланăшăн тав тăватăп, вăл пириншӗн те интереслӗ пуласа шанатăп», – пӗлтернӗ Чăван Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев премьерăна курнă хыççăн.
Чăваш чĕлхине, культурине упрама, аталантарма пысăк тӳпе хывнăшăн Олег Алексеевич Ева Николаевнăна Тав çырăвĕпе тата сехет парса чысланă.
«Çăкăр чĕлли» драмăна артистсем вырăсла тата чăвашла лартнă. Дмитрий Михайлов режиссер палăртнă тăрăх, спектакльпе хула тата ял шкулĕсене çитесшӗн.
Сăнӳкерчӗк Олег Николаевăн Телеграм-каналӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев