Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта чăваш çамрăкӗсем пуçтарăнӗç

Март уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чӑваш наци музейӗнче (Хӗрлӗ лапам, 5/2) 10.00 сехетре çамрӑксен форумӗ пулать.

Форумăн тĕллевӗ – чӑвашла калаçмалли хутлӑх йӗркелесе тĕрлĕ енпе тăрăшакан çамрăксен ӗçӗсемпе, пултарулӑхӗпе тата проекчĕсемпе паллашасси.

Хальхи вăхăтра йӗркелӳçӗсем форумӑн тӗп çыннисене –  спикерсене шыраççӗ. Хăйӗн пултарулăхӗ, профессийӗ тата кăсăклă проекчӗсем çинчен чăвашла каласа параякан хастар çамрăксене кӗтеççӗ мероприятире. Хутшăнас тесен февралӗн 28-мӗшӗчччен  çак ссылкăпа кӗрсе анкета тултармалла. Форума хӑна пек  килекенсем те çак ссылкăпа регистарци иртмелле.

Чăваш çамрăкӗсен форумне  «Хавал» пуçару ушкăнĕ Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗпе пӗрле  йӗркелет.

Сăнӳкерчӗке ВКонтактери «Чăваш çамрăкӗсен форумӗ» ушкăнран илнӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум чувашская молодежь