Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта Чăваш наци конгресӗ вăтăр çул тултарнине паллă турӗç

Президиумра пирӗн ентеш Иван Казанков ларнине курма тутарстансене уйрăмах кăмăллăччӗ

Декабрӗн 10-мӗшӗнче Чăваш патшалăх филармонийӗнче Чăваш наци конгресне йӗркеленӗренпе 30 çул çитнине халалласа уяв мерепориятийӗ иртрӗ. Унта Тутарстанран та пысăк делегаци хутшăнчӗ, çав шутра ТР Халăхсен Ассамблеин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев, ТР ЧНКА çумӗнчи Ваттисен Канашӗн председателӗ Иван Казанков, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Юлия Еремеева, çавăн пекех Аксу, Элмет, Пăва, Çӗпрел, Теччӗ, Çарăмсан, Спасски, Нурлат, Çӳльту районӗсенчи тата Хусанти чăваш центрӗсен хастарӗсем, çамрăксем хутшăнчӗç.

Çанталăк улшăнăвӗсене пула пур делегаци те Шупашкара вăхăтлă килсе çитеймерӗç. 
Конгреса Чăваш Республикин Патшалăх Канашӗн Председателӗ, Чăвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗн ертӳçи Леонид Черкесов саламларӗ. Вăл пухăннисене ЧР Пуçлăхӗн Олег Николаевăн саламне çитерчӗ. Вăл Конгрес хастарӗсен халăх культурипе чӗлхине аталантарас ӗçри тăрăшăвне пысăка хурса хакларӗ. Тивӗçлисене хисеп хучӗсем парса хавхаларнтарчӗ. Савăнăçлă пухăва ЧР культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗсен министрӗ Светлана Каликова та хутшăнчӗ. Вăл та тава тивӗçлӗ çынсене патшалăх наградисемпе чысларӗ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев