Шупашкарта Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă уяв мерпориятийӗсене хатӗрлесе ирттересси пирки йӗркелӳ комитечӗн ларăвӗ иртрӗ
Ăна Раççей Федерацийӗн Патшалăх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков ертсе пычӗ. ЧР Пуçлăхӗн указӗпе çак комитетăн председателӗ пулма шăпах ăна явапланă.
Иван Яковлев юбилейне халалланă мероприятисем Чăваш Енре тата Раççей регионӗсенче çулталăк тăршшӗпе иртӗç. Ку вăл конференцисем, вӗрентӳ форумӗсем, фестивальсем, олимпиадăсем, педагог профессине популяризацилекен мероприятисем, наука ӗçченӗсен тӗлпулăвӗсем тата ытти те.
Пысăк мероприятисем çутта кăлараканăн çуралнă кунӗ умӗн иртӗç. Вӗсенчен пӗри Пӗтӗм Раççейри вӗрентӳ акцийӗ «Пӗтӗм чăваш диктанчӗ – 2023». Вăл ӗнтӗ йăлана кӗнӗ, 2013 çултанпа иртет. Хăш-пӗр мероприятисем ӗнтӗ пыраççӗ те. Тӗслӗхрен, 1-4 классенче вӗренекене ачасен хушшинчи «Туслăх хӗлхемӗ» тата шкул çулне çитмен ачасен хушшинчи «Хунав» фестивальсем.
Ларура апрелӗн 17-21-мӗшӗсенче Патшалăх Думинче Иван Яковлевăн вӗрентӗвӗн еткерлӗхне халалланă курав уçăлать. Аслă педагогсем тата вӗсен пысăк ӗмӗчӗсем хăюллă шухăшсене пурнăçа кӗртекен талантсене çуратни – куравăн тӗп шухăшӗ.
Хыпар хатӗрӗсенче те çак пулăма анлă çутатма палăртнă. Телевиденипе радиора И.Я.Яковлев пурнăçӗпе ӗçне халалланă ятарлă рубрикăсем пулаççӗ, çутта кăлараканăн 175 çулне халалланă документлă фильм хатӗрлеççӗ. Раççей Почти И.Я.Яковлев сăнӗпе конверт кăларма шантарать.
Раççейри ытти регионсенче те юбилей мероприятийӗсем иртӗç. Тӗслӗхрен, Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинче апрелӗн 24-мӗшӗнче митинг иртмелле, унтан Теччӗре Яковлевăн вӗрентӗвне халалласа наукăпа практика конференци пулмалла. Унта йӗркелекенсем шкул ачисене те явăçтарма палăртаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев