«Иванов вулавӗсем» иртнӗ
Май уйăхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Литература музейӗнче филологсем, студентсем, музей тата архив ӗçченӗсем пуçтарăннă. Унта Константин Иванов çуралнăранпа 136 çул çитнине халалланă регионсем хушшинчи «Иванов вулавӗсем» наукăпа практика конференцийӗ иртнӗ.
2015-мӗш çултанпа иртекен мероприятире чăваш литературин çивӗч ыйтăвӗсене тата литература музейӗсен аталанăвӗн хальхи тенденцийӗсене сӳтсе явнă. Конференцие хутшăнакансем кашни çул нумайланса пыраççӗ, хальхинче Раççей регионӗсенчен кăна мар, ют çӗршывран та килнӗ вӗсем.
«Кăçал Беларуç Республикинчен, Тутарстанран, Марий Элтан хутшăнакансем пур. Пирӗн мероприяти çулран-çул сарăлса пыни питӗ савăнтарать. Студентсемпе преподавательсем кăна мар, музей, библиотека ӗçченӗсем, таврапӗлӳçӗсем, ученăйсем хутшăнаççӗ», – палăртнă К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн директорӗ Ирина Оленкина.
Программăна пурӗ 20 ытла тӗпчев ӗçӗ кӗнӗ. Чылай студентшăн конференцие хутшăнни пысăк наукăна пӗрремӗш утăм пулса тăрать. Музей ӗçченӗсем вара пӗр-пӗринпе çыхăнса ӗçлемелли çӗнӗ формăсене, фондсене цифрăлассине тата классика çинчен хальхи чӗлхепе каласа памалли мелсене сӳтсе яваççӗ.
Сăнӳкерчӗк chuvashia.media сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев