Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта туризм форумӗ ӗçлеме пуçланă

Паян Чăваш Енӗн тӗп хулинче хӗллехи туризм аталанăвне халалланă регионсен хушшинчи «Чувашия туристическая – Зимний сезон» форум уçăлнă. Мероприяти туриндустрипе власть представителӗсене тата Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнчен килнӗ экспертсене пӗр вырăна пуçтарнă.

Форумăн тӗп тӗллевӗ – Чăваш Ен хӗллехи çулçӳреве тухма илӗртӳллӗ регион пулма пултарнине уçса парасси.

Форум программинче – пленарлă лару, тематикăллă секцисем, индустри профессионалӗсем ирттерекен мастер-классем. Çак кунсенче туристсем валли Чăваш Енри хӗллехи çӗнӗ маршрутсене те  презентацилеççӗ. Çавăн пекех форумра туристсен хăтлă канăвӗшӗн тӗп вырăнта тăракан инфраструктурăпа сервис ыйтăвӗсене уйрăм тимлӗх уйăрӗç.

«Хыпар» хаçатăн Телеграмри каналӗнчен илнӗ  сӑнӳкерчӗксем. (Василий Кузьмин тунă).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум туризм Чувашия