Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарти çыравçăсем Николай Шелепин вилтăприйӗ çине чечек хунă

Аксу районӗнчи Çӗнӗ Ӳселӗнче çуралса ӳснӗ поэтăмăра вилсен Шупашкар хулинче пытарнă. Тутарстанра çуралса ӳснӗ, Чăваш Енӗн тӗп хулинче пурăнакан ентеш-çыравçăсем Анатолий Хмыт, Галина Кӗмӗл, Нина Артемьева, çавăн пекех Шупашкарти калем ăстисем Лидия Филипповăпа Арсений Тарасов ӗнер хулари Б.Хмельницкий урамӗнчи 1№ масар та канлӗх тупнă Николай Ивановичăн вилтăприйӗ çине çитсе пуç тайнă, чечек хунă.

Ӗнер, майăн 14-мӗшӗнче, Николай Иванович Полоруссов-Шелепи çуралнăранпа 145 çул çитрӗ. Чăвашсен пӗрремӗш халăх поэтне халалланă мероприятисем тӗрлӗ çӗрте иртрӗç.

Аксу районӗнчи Çӗнӗ Ӳселӗнче çуралса ӳснӗ поэтăмăра вилсен Шупашкар хулинче пытарнă. Тутарстанра çуралса ӳснӗ, Чăваш Енӗн тӗп хулинче пурăнакан ентеш-çыравçăсем Анатолий Хмыт, Галина Кӗмӗл, Нина Артемьева, çавăн пекех Шупашкарти калем ăстисем Лидия Филипповăпа Арсений Тарасов ӗнер Николай Ивановичăн вилтăприйӗ çине çитсе пуç тайнă, чечек хунă.

Сăмах май, паллă поэтăмăрăн вилтăприйӗ çине хума чечек туянмашкăн Тутарстан Республикинчи Чăваш çыравçисен союзӗнче тăракансем укçа пухрӗç. Шупашкарта пурăнакан пултаруллă поэтесса Галина Михайловна Кӗмӗл вара туп-тулли чечек тултарнă карçинкка туянса ăна Шелепин вилтăприйӗ çине илсе кайнă. Анатолий Дмитриевич Хмыт вара Николай Ивановичăн вилтăприне çум-курăкран тасатса, хăтлăх кӗртсех тăрать. Тавах ентешӗмӗрсене!

Шелепин вилтăприйӗ çине Хусанта пурăнакан мăнукӗ Любовь Александровна Совкова та хӗрӗпе Лидия Васильевна Селезневăпа ятарласах пынă. Пурте пӗрле поэта аса илнӗ, Шелепин чăваш литературине хывнă тӳпи чăннипе те питӗ пысăкки пирки калаçнă.

Николай Ивановича асăнма пынисем çавăн пекех ку масарта пытарнă паллă чăваш çыравçисен – Петӗр Хусанкайăн, Çемен Элкерӗн, Иван Ивникăн, Николай Айзманăн, Петр Осиповăн, Александр Алкан, Илпек Микулайӗн, Хумма Çеменӗн, Илле Тăхтин, Леонид Агаковăн, Иван Мучин вилтăприйӗсем çине те чечексем хунă. «Шелепи патне килсен ытти çыравçăсен вилтăприйӗсем çинче те чарăнатпăр яланах, пуç таймасан çылăх», – тет Анатолий Хмыт.

А.Хмыт сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 145-летие Николая Шелепи