Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суперфиналăн приз фончӗ 3,2 млн тенкӗ

Тутарстанри 158 предприятипе организаци «Пирӗн самана» фестивале заявка панă

Çулсерен иртекен ӗçлекен çамрăксен «Наше время – Безнең заман» пултарулăх фестивальне 1000 ытла çын хутшăнать. Команда зачетӗнче 40 районтан 31 заявка килнӗ, уйрăм çынсен зачетӗнче 160 яхăн заявка.  
ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн тӗревӗпе иртекен фестивале хутшăнакансем  
«Музыкальное направление», «Танцевальное направление», «Минута славы» номинацисемпе ăмăртаççӗ.
Проектăн ертӳçи Айдар Гайнутдинов пӗлтернӗ тăрăх, юбилейлă Х сезонра ТР Ял хуçалăхпа продовольстви министерствин, тата ТР Цифра министерствин командисен хутшăнăвне кăсăкланса кӗтет. Вӗсемсӗр пуçне фествиале пӗрремӗш хут Пӗкӗлмери «ЮВТ АЭРО» авиакомпани, ТР Патшалăх услугисемпе тивӗçтерекен нумай функциллӗ центр командисем хутшăнӗç.

Фестивальте нумай çул хутшăнакансен хушшинче Заинск ГРЭСӗ, «Транснефть-Прикамье», «Аммоний», КАМАЗ, «Нижнекамскнефтехим», «Татнефть», «Сетевая компания», Чистайри ЦРБ, Элметри пăрăхсен завочӗ пулнă предприяти (халӗ вăл Выскунскри металлурги завочӗн филилалӗ), Горбунов ячӗллӗ Хусанти авиаци завочӗ, «Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗ» ПБУ, «Татэнергосбыт», Горький ячӗллӗ Ешӗлварти завод, Раççей ФСИНӗн Тутарстанри управленийӗ тата ыттисем.

Кăçалхи фестивале муниципаллă районсен ӗçтăвкомӗсенчи çамрăксен ӗçӗсен уйрăмӗсем те хастар хутшăнӗç.

Фестивале хутшăнмалли арçынсенчен хăшӗсен ятарлă çар операцине кайма тивет. Пултарулăх уявӗн генеральнăй продюсерӗн, Культура облаçӗнче РФ Правительствин премийӗн лауреачӗн Дмитрий Тумановăн сăмахӗсемпе, пирӗн çӗршыв тӳссе ирттерекен çирӗп тӗрӗслев вăхăтӗнче «Пирӗн самана» фестиваль фронта кайнă ачасене çутатмалла, ăшăтмалла, тӗрев памалла.

Зонăсенчи финалсем иртнӗ эрнере тапраннă. Элметре вăл «Нефтьче» Культура çуртӗнче сентябрӗн 30-мӗшӗнче пуçланса октябрӗн 1-мӗшӗччен пынă. Элметри тура таврари 53 предприятипе организацирен заявкăсем килнӗ. Фестивалӗн жюри председателӗ – ТР халăх артистки Резеда Галимова.
Тепӗр зона финалӗ октярӗн 7-8-мӗшӗсенче Анат Камăри Халăх пултарулăхӗн çуртӗнче иртет. Тепӗр зона финалне октябрӗн 14-15-мӗшӗсенче Хусанта ирттерӗç. Суперфиналсене Универсиада ялӗнчи Халăхсем хушшинчи информаци центрӗнче ноябрӗн 4-5-мӗшӗсенче ирттерме палăртнă. Ноябрӗн 7-мӗшӗнче «Пирамидăра» фестивалӗн гала-концерчӗ иртӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев