«Шурале» кинотеатрта
М. Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалăх академи оперăпа балет театрӗн «Шурале» балечӗн киноверсине паян Раççейри кинотерсенче кăтартма пуçлаççӗ
Ăна «Россия-Культура» телеканалпа М.Джалиль ячӗллӗ театр хатӗрленӗ. «Шуралене» Раççейӗн 70 хулинчи пысăк кинотеатрсенче «Театр в кино» проект витӗмӗпе апрелӗн 14-мӗшӗнчен кăтартма палăртнă. «Шурале» кино премьери Хусанти «Мир» кинотеатрта паян 19.00 сехетре пуçланать.
Балетăн киноверсине курма пынисемпе «Мир» кинотеатрта М.Джалиль ячӗллӗ театрăн балет труппин илемлӗх ертӳçи, РФ тата ТР тава тивӗçлӗ артисчӗ Владимир Яковлев тата Былтыр партине ташлакан, театр премьерӗ, ТР тава тивӗçлӗ артисчӗ Антон Полодюк, киноверси режиссёрӗ Вадим Киселёв тӗл пулӗç.
«Россия-Культура» канал ертӳçин çумӗ, «Театр в кино» проект продюсерӗ Любовь Платонова «Шурале» балета ӗнчӗпе танлаштарнă: «Вăл Тутарстарнăн çеç мар, Раççей наци искусствишӗн ахах-мерчен пулса тăнине палăртнă. «Шурале» балетра Габдулла Тукайăн юмах эпосӗ Фарид Яруллинăн музыкинчи тăван çӗре юратнипе тата Леонид Якобсонăн хореографийӗпе пӗрлешсе ырă усала çӗнтернине кăтартса парать».
«Театр в кино» проект пуррипе Тутар оперăпа балет театрӗн шедеврӗпе çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакансем – Калининградран пуçласа Камчаткăна çитиччен – паллашма пултарнишӗн савăннине пӗлтернӗ Л.Платонова.
Нумай камерăпа ӳкернӗ балетăн киноверсийӗ ташăçсене çывăхран курма, вакă, сцена çинчен бинокльсăр курăнман детальсене кăтартать. Ташăçсен тумӗсемпе балет декорацине ирӗклӗн пăхма пулать.
Сăнӳкерчӗк max.ru/mincultrt.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев