Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шутсăр васкама юратакансене чараççӗ

Январӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа 31-мӗшӗччен Тутарстанра «Встречная полоса» профилактика мероприятийӗ иртет.

Çул-йӗр инкекӗсенчен чылай пайӗ водительсем хирӗç çул çине сиксе тухнипе пулать. Çак сăлтавпа 2023 çулта республикăри çулсем çинче 270 авари пулнă, вӗсенче 85 çын вилнӗ, тепӗр 448-шӗ аманнă. 

Çулсем çинче шутсăр васкама юратакансене кун пек тума юраманнине ăнлантарас тӗллевпех Тутарстан автоинспекторӗсем  январӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа 31-мӗшӗччен çулсем çинче «Встречная полоса» профилактика мероприятине ирттерессине пӗлтерет республикăн патшалăх автоинспекцийӗн пресс-служби.

Аса илтеретпӗр, асăннă çул-йӗр правилине пӗр хут пăснăшăн закон тăрăх 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ е 6 уйăха водитель прависӗр хăвараççӗ. Тепӗр хут пăссан 1 çула правине илеççӗ. Енчен те пӗрре правине илсе административлă явап тытнă е судпа айăпланнă водитель çаплах хирӗç çул çине сиксе тухас йăлине пăрахмасть пулсан, ăна 3 çула ирӗкрен хăтараççӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев