Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«СУВАР» – ЭРНЕКУН ПАРНИ

Юбилейлă çул Хусанта тухса тăракан хаçатсăр ан юл, хаклă вулакан!

«Сувар» хаçат тухма пуçланăранпа кăçал 30 çул çитет. Тутарстан чăвашӗсен республика шайӗнчи хаçачӗн пирвайхи номерӗ 1993 çулхи август уйăхӗнче тухнă. Акă ӗнтӗ виçӗ теçетке çул хушши Хусанта эрнесерен пичетленекен кăларăм Тутарстанри тата Раççейӗн ытти регионӗсенче пурăнакан йăхташăмăрсене савăнтарать. «Сувар», «Сувар» – эрнекун парни!» – тесе юрлать Елена Корсакова юрăçă. Чăнах та, эрнекунсерен тухакан хаçат чăвашла хыпарсем илсе килет кашни çырăнакан патне. 

Эсир вара, тăванăмăрсем, çырăнма манмарăр-и «Сувара»? 2023 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли хаçат-журнал çырăнас кампани малалла тăсăлни пирки аса илтеретпӗр. Хаçата кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнма май пур. Çавăн пекех Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă килтен тухмасăрах çырăнма пулать. 

Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093. 

«Сувар» хаçат кашни чăваш çемйинчех пултăрччӗ! Чăваш пулар, пӗрле утар!

И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев