Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар» пулăшнипе чăвашла вулама вӗрентӗм

Пирӗн Патраклă ялӗнче почта пуçлăхӗ çук. Çур ставкăпа çамрăксем ӗçлесшӗн мар. Почтальонка пур – Светлана Семеновна Ильдукова. Вăл пире пенси укçи, хаçат-журнал, тӳлемелли квитанцисене килех кӳрсе парать. Хаçат çырăнмаллине те вăхăтра аса илтерет Светлана. Декада вăхăтӗнче, хаксем кăшт чакнă тапхăрта, çырăнса юлмалла тет.

Эпӗ «Сувар» хаçата пӗрремӗш номерӗнчен пуçласах çырăнса илетӗп. Хам ӗçленӗ вăхăтра хаçатра пичетленекен сценарисемпе пӗрре мар усă курнă. «Сувара» чӗререн тав тăватăп – чăвашла вулама вӗрентӗм. Шкулта вырăсла кăна вӗрентнӗ пире. Çыру çырма йывăртарах та, пурпӗр чăвашлах çырас килет. 

Хаçат редакцийӗнче нумай çул ӗçленӗ Виталий Елтовпа та туслăччӗ эпир. Пуçласа унпа 1994 çулта Хусанта иртнӗ «Чăваш шăпчăкӗ» конкурсра тӗл пултăмăр. Эпир ун чух 3-мӗш вырăна тивӗçсе лауреат пулса тăтăмăр. Ун чух Виталий Филимонович ман çинчен те çырчӗ, «Çеçпӗл» ансамбль çинчен темиçе хут та çырнă. Шел, пиртен иртерех уйрăлса кайрӗ вăл.

Константин Анатольевич Малышева вăл «Суварăн» тӗп редакторӗнче  ӗçленӗ  чухнех    лайăх пӗлеттӗм. «Ачалăхăм» кӗнеки тухсан кӗçӗн хӗр интернет урлă пресс-конференцине кăтартрӗ. Интересленсех пăхрăм. 

Ирина Кузьминан «Суварăн» 2014 çулхи ноябрӗн 28-мӗшӗнче тухнă номерӗнче пичетленнӗ статйине халиччен те манаймастăп. Тав сана, Ирина!

Юлашки çулсенче редакци çырăнакансен хушшинче ирттерекен акцисене хутшăнатăп. Пӗлтӗр мана электрочейник тухрӗ. Манпа пӗрле ачасем те, мăнуксем те савăнчӗç. Халӗ те чиперех ӗçлет-ха юратнă хаçатăн парни. 

Вулакансене чӗнсе калас килет: «Сувара» кашни çырăнтару кампанийӗнчех çырăнар, вăл пирӗн чи çывăх юлташ!

 

Зинаида АЛЕКСЕЕВА.

Элмет районӗ,

Патраклă.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Газета «Сувар»