Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«СУВАР» ВУЛАР, ПӖРЛЕ ПУЛАР!

Çырăнтару – 2023

Хаклă вулаканăмăрсем! Республикăри тата Раççей регионӗсенчи чăвашсен пурнăçӗ, хамăр халăхăн культурипе историйӗ, йăли-йӗрки, пултаруллă çынсем çинчен тӗплӗн каласа паракан кăларăм мӗн ятлă? Тӗрӗс – «Сувар». Çак пичет кăларăмӗ Хусанта тухма пуçланăранпа кăçал 30 çул çитет. 30 çул юратса вулаççӗ «Сувара» тăван Тутарстанра та, çӗршывăмăрăн чăвашсем йышлă пурăнакан ытти регионӗсенче те. Тавах сире, шанчăклă тусăмăрсем, пирӗнпе пӗрле пулнăшăн. 

Халӗ вара «Сувара» 2023 çулăн 2-мӗш çур çулне çырăнма вăхăт çитрӗ. Апрелӗн 1-мӗшӗнчен çырăнтару кампанийӗ пуçланать. «Сувар» хаçата кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнса илме май пур. Çавăн пекех Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă килтен тухмасăрах çырăнма пулать. 

«Сувар» хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.

«Сувар» вулар – пӗрле пулар!

Редакци. 

Л.Квакова сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев