«Сувар» хаçат онлайн-конкурс ирттерет
И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа «Сувар» хаçат редакцийӗ ТР Вӗрентӳпе наука министерстви тӗрев панипе шкул ачисен хушшинче онлайн-конкурс ирттерет.
«Сувар» хаçат редакцийӗ Тутарстан Республикин Вӗрентӳпе наука министерстви тӗрев панипе Раççейре Педагог тата вӗрентекен çулталăкӗ пулнине тата чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа Тутарстан Республикинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп тата вăтам шкулсенче вӗренекенсен хушшинче «Эпир – Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн еткерçисем» онлайн-конкурс ирттерет.
Онлайн-конкурса хутшăнас текенсен Иван Яковлевич Яковлевăн пӗр-пӗр хайлавне е Халалне (сыпăкне те юрать) илемлӗ вуланине видео ӳкермелле те «Сувар» редакцине suvar@mail.ru электронлă адреспа е +79179076881 номерпе Ватсап çине ярса памалла. Хутшăнаканăн хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, хăçан çуралнине, хăш шкулта тата миçемӗш класра вӗреннине, хăйне конкурса хатӗрленме пулăшнă вӗрентекенӗн ятне, ашшӗ ятне тата хушаматне, тулли адреса, телефон номерӗпе электронлă адреса палăртмалла.
Онлайн-конкурса çак номинацисемпе ирттерме палăртнă:
1.И.Я.Яковлевăн Халалне чăвашла чи лайăх вулакан;
2.И.Я.Яковлевăн произведенине чăвашла чи лайăх вулакан;
3. И.Я.Яковлевăн произведенийӗ тăрăх чăвашла лартнă чи лайăх инсценировка;
4. И.Я.Яковлевăн произведенине вырăсла чи лайăх вулакан;
5. И.Я.Яковлевăн Халалне вырăсла чи лайăх вулакан;
6. И.Я.Яковлевăн Халалне е пӗр-пӗр произведенине ушкăнпа чăвашла чи лайăх вулакансем.
Видеоролик 4 минутран ытлашши пулмалла мар. Хутшăнакансен пултарулăхне 3 ӳсӗм категорийӗпе – 1 – 4 классем, 5 – 8 классем, 9 – 11 классем – хаклаççӗ. «Эпир – Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн еткерçисем» онлайн-конкурс 2023 çулхи мартăн 13-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 17-мӗшӗччен пырать. Ярса панă ӗçсене конкурс комиссийӗ апрелӗн 19-мӗшӗнче хаклать, çӗнтерӳçӗсене палăртать.
Конкурсра 1, 2 тата 3-мӗш вырăн йышăннисене тата вӗсене хатӗрленӗ педагогсене Диплом, вырăн илейменнисене сертификат парса чыслаççӗ.
«Эпир – Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн еткерçисем» онлайн-конкурса килнӗ видеороликсене «Сувар» хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче вырнаçтарса пырăпăр.
Конкурсăн положенийӗпе тӗплӗнрех suvargazeta.ru (мартăн 14-мӗшӗнче çӗнӗ хыпарсен ярăмӗнче пичетленӗ) паллашма пултаратăр.
Хаклă вӗренекенсем, эсир хамăрăн ентешӗмӗрӗн – чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлевăн – произведенийӗсене илемлӗ вулакансен конкурсне хастар хутшăнасса шансах тăратпăр.
Редакци.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев