«Сувар» хаçатăн тӗп редакторне Ирина Трифоновăна Тутарстан Республикин Обществăлла палатин эксперчӗ пулма çирӗплетнӗ
Çак кунсенче Тутарстан Республикин Обществăлла палатин 8-мӗш йышне суйланă экспертсен списокне çирӗплетнӗ.
Вӗсен йышӗнче нумай çул республикăри халăха кирлӗ ӗçсенче ырми-канми тăрăшакан виçӗ сумлă чăваш пурри питӗ савăнмалли хыпар. «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн вӗрентӳ енӗпе çумӗ, республикăри Чăваш çыравçисен союзӗн ертӳçи Ирина Трифонова, Нурлат районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи, Нурлат районӗн Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Галина Терентьева тата ТР Патшалăх Канашӗн Законлăхпа йӗркелӗх комитечӗ çумӗнчи Экспертсен канашӗн председателӗ, Раççей Юристсен ассоциацийӗн, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн пайташӗ Валентин Паймухин малашне ТР Обществăлла палатинче республикăри ӗç тăвакан власть органӗсем валли пурнăçламалли тӗллевсемпе задачăсене палăртакан тӗрлӗ ӗç ушкăнӗсенче тăрăшӗç.
Ирина Федоровнăна, Галина Владимировнăна тата Валентин Борисовича çак çăмăл мар ӗçре ăнăçу сунатпăр.
Сăнӳкерчӗксем редакци архивӗнчен тата «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев