Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Суварăн» çывăх тусӗ Лидия Угахина ӗмӗрлӗхех пиртен уйрăлса кайрӗ

Ытларикун каç, декабрӗн 17-мӗшӗнче, «Сувар» хаçатăн тусӗсем хурлăхлă хыпар пӗлтерчӗç: Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан тусăмăр, пултаруллă çыравçă, педагогика ӗçӗн ветеранӗ Лидия Угахина пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă. Питӗ шел...

Лидия Григорьевна Угахина Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче 1942 çулхи февралӗн 22-мӗшӗнче çуралнă. Вăрçă вăхăтӗнче çуралнисен ачалăхӗ çăмăл килменни каламасăрах паллă ӗнтӗ. Ашшӗ вăрçăран таврăнайман, амăшӗ ачисене пӗчченех ӳстернӗ. Вăл вăхăтра ачасем пӗчӗкренех ӗç çумне çыпăçнă, аслисене пулăшма тăрăшнă. Лидия та амăшӗпе пӗртăванӗсенчен юлмасăр ырми-канми ӗçленӗ.

Ялти пуçламăш шкулта, Емелькинăри тулли мар вăтам шкулта, Кивӗ Тутар Этемшӳ вăтам шкулӗнче вӗреннӗ. Шкул хыççăн Шупашкарта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче аслă пӗлӳ илнӗ. Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнине качча тухсан çак ялти вăтам шкулта ачасене чăваш чӗлхипе  литературине вӗрентнӗ.

«Тутарстанри Чăваш  Майни» (2006), «Çавра çил» (2010), «Çунатлă  шанчăк» (2013), «Самана кустăрми» (2019) кӗнекесен авторӗ. 2009 çултанпа Раççей Писательсен союзӗн, 2013 çултанпа ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ.

Лидия Григорьевна «Сувар» хаçатпа питӗ туслăччӗ, редакци ӗçченӗсемпе тăтăшах çыхăнураччӗ вăл. Калавсем, сăвă-поэмăсем, статьясем çырсах тăратчӗ. Ӗмӗр тăршшӗпе шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗскер, хальхи вăхăтра чăваш ачисем тăван чӗлхепе калаçас теменни чунне ыраттаратчӗ унăнне. Çак темăпа пӗрре мар статья çырса янă вăл редакцие. Чăваш чӗлхин илемлӗхне, пуянлăхне халăх патне çитерсе унпа мăнаçланма, ăна юратма вӗрентетчӗ вăл хăйӗн хайлавӗсенче. «Сувар» хаçата çырăнмалли пирки те вулакансене аса илтерсех тăратчӗ тусăмăр. Хаçат ӗçченӗсем темиçе çулта пӗрре калăпласа кăларакан Тутарстанри чăваш çыравçисен «Шурăмпуç» журналӗ пӗрре те Лидия Угахинан хайлавӗсемсӗр тухман. Кăçалхи номерте те унăн «Марье» калавӗ пичетленчӗ. Çавăн пекех тутар халăх поэчӗн Ренат Харисăн Лидия Угахинăпа Евгений Турхан чăвашла куçарнă «Хусан Тур Амăшӗ» поэми кун çути курчӗ «Шурăмпуçра».

Лидия Григорьевна Алексеевски районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн ӗçне те хастар хутшӑнатчӗ, кӗскен каласан – чӑвашлăхшӑн чунне пама хатӗр çынччӗ...

Эпир те унăн ачисемпе, мăнукӗсемпе, тăванӗсемпе пӗрле чунтан хурланнине пӗлтеретпӗр. Чунӗ Çӳлти патшалӑха тивӗçлӗ пултӑр Лидия Григорьевнăн, канлӗ вырӑнта вырттӑр... Унăн çутă та ырă сăнарӗ яланах Тутарстан чăвашӗсен чӗрисенче упранӗ.

«Сувар» хаçат редакцийӗ,

ТР ЧНКА Ӗçтӑвкомӗ,

ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗ.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана чувашские писатели