Суварçăсем те РФ Президенчӗпе пресс-конференцие хутшăнчӗç
БРИКС çӗршывӗсен XVI саммичӗ маларах палăртнă пек октябрӗн 24-мӗшӗнчех вӗçленмерӗ-ха. РФ Президенчӗн Владимир Путинăн çӗршыв ертӳçисемпе икӗ енлӗ тӗлпулăвӗсем çурçӗр иртсен иккӗмӗш сехетченех пычӗç. Ӗç программи калама çук тăкăссине пăхмасăр Владимир Владимирович массăллă хыпар хатӗрӗсен ӗçченӗсем валли те тимлӗх уйăрма вăхăт тупрех.
БРИКС саммитне журналистсем 50 ытла çӗршывран, пурӗ 2000 ытла, килнӗччӗ. Шел, пресс-конференцире пурин валли те вырăн çитеймерӗ, анчах Тутарстанри пӗртен-пӗр чăваш хаçачӗн «Суварăн» тӗп редакторне Ирина Трифоновăна президентăн пресс-служби, «Татмедиа» валли квота пӗтнине пăхмасăр, унта кӗме ирӗк пачех. Ирина Федоровнăна, Тутарстанри ытти журналистсем пекех, çӗршыв ертӳçине ыйту пама çеç черечӗ çитеймерӗ.
«Каçарăр, нумай калаçаймастăп, мана ӗçтешсем тӗлпулăва кӗтеççӗ»,– асăрхаттарчӗ Владимир Владимирович пресс-конференцие вăраха тăсаймассине малтанах. Апла пулин те федераллă тата ют çӗршыв журналисчӗсен ыйтăвӗсене сехет ытла хуравларӗ. Тӗпрен илсен, вӗсем тӗнчери çивӗч ыйтусем, инвестплатформа, çывăхри Хӗвелтухăçри тата Украинăри кризис тавра пулчӗç.
Саммита çапла çӳллӗ шайра хатӗрлесе кашниншӗн меллӗ тунăшăн Тутарстан ертӳлӗхне, Хусан мэрине тав турӗ, саммит вăхăтӗнче çулсене хупса канăçсăрлантарма тивнӗшӗн Хусан çыннисенчен каçару ыйтрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев