Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Суварята» ташă ушкăнне хисеплӗ ят илнӗ ятпа саламлатпăр!

«Суварята» ача-пăча халӑх ташшин ансамблӗ Раҫҫей халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ пулса тăнă. Çӗршыври чи лайӑх ушкăнсене хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан хушăва РФ культура министрӗ Ольга Любимова алӑ пуснӑ. Кун çинчен «ХЫПАР – ВЕСТИ ЧУВАШИИ» телеграм-канал пӗлтерет.

Ансамбле хисеплӗ ят пани пӗтӗм коллективăн – нумай ҫул хушши улшӑнмасăр ӗçлекен ертӳҫин Анатолий Музыкантовăн, балетмейстерӗсен Оксана Ульяновăпа Алексей Герасимовăн тата паллах, ансамблӗн ҫамрӑк артисчӗсемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсен ырми-канми пӗрле ӗçленин тӗп кăтартăвӗ.

«Суварята» ушкăнăн коллективне тата хисеплӗ ентеше Анатолий Николаевича хӗрӳллӗн саламлатпăр! Малалла та çакăн пек пысăк çитӗнӳсем тумалла пултăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России Чувашская культура ансамбль