Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлав виҫӗ куна тӑсӑлӗ

Сентябрӗн 11-13-мӗшӗсенче Тутарстанра тӳрех 4 суйлав кампанийӗ иртет

Cентябрӗн 2-мӗшӗнчен республикӑри 2,8 пин участокри суйлав комиссийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ тесе пӗлтернӗ журналистсене ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев.
"Суйлав йӗркелес ӗҫе территорири 65 суйлав комиссийӗ, 2806 участокри суйлав комиссийӗ, ҫав шутра суйлакансем вӑхӑтлӑх вырнаҫнӑ вырӑнсенчи 46 избирком хутшӑнать. Ку вӑл следстви изоляторӗсем, больницасем, санаторисем, аэропортсем, чукун ҫул вокзалӗсем",– ӑнлантарнӑ Кондратьев.
Ун сӑмахӗсемпе хальхи вӑхӑтра избирком членӗсем суйлакансен списокӗсене тӗрӗслеҫҫӗ.
Суйлакансем участокри суйлав комиссийӗсене пырса «Мобильный избиратель» механизмпа сасӑлама ирӗк ыйтса заявлени пама пултараҫҫӗ. Ҫак механизм гражданиншӑн меллӗ кирек хӑш участокра та сасӑлама май парать, пропискӑна пӑхмасӑрах. Участокри суйлав комиссийӗсем сентябрӗн 8-мӗшӗччен заявленисене йышӑнаҫҫӗ.
Сентябрӗн 11-13-мӗшӗсенче Тутарстанра тӳрех 4 суйлав кампанийӗ иртет. Президентпа вырӑнти депутатсемсӗр пуҫне Елабуга районĕнче ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене суйламалла, Анат Кама округӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗсене суйламалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев