Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Суйлава хутшăннисене – тӳлевсӗр концерт

«Казань Арена» стадионра концерт программи паян 14.00 сехетре пуçланать те каçхине 22.00 сехетченех пырать. Суйлава хутшăннисем унта «Япроголосовал» браслетпа тӳлевсӗр кӗме пултараççӗ.

ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева журналистсене Сентябрӗн 8-мӗшӗнче хулара иртекен культура мероприятийӗсемпе кӗскен паллаштарчӗ. Ун сăмахӗсемпе, паян республикăра пурăнакансемшӗн пысăк праçник. Мӗншӗн тесен вӗсем хăйсен пуласлăхне суйлаççӗ.

«Казань Арена» стадионра концерт программи паян 14.00 сехетре пуçланать те каçхине 22.00 сехетченех пырать. Суйлава хутшăннисем унта «Япроголосовал» браслетпа тӳлевсӗр кӗме пултараççӗ.  

Лейла Фазлеева палăртнă тăрăх, хусансем чи кӗтнӗ артист – Динана Арбенина тата унпа ӗçлекен «Ночные снайперы» ушкăн, паллах, «Любэ» ушкăн. Çавăн пекех Премьер-министр çумӗ кашни муниципаллă районта, хуласенче пӗрремӗш хуи суйлава хутшăнакан çамрăксене парне парассине аса илтерчӗ. Ун шучӗпе, ку граждан позицине туптанма пулăшакан мел. Суйлава хутшăнманнисене вăл хăйсене шанманнисем шутне кӗртрӗ.

  • Бланка сан аллунтан никам та туртса илсе пăсмасть, унта хăв аллупа паллă лартатăн-çке? Хăвах урнăна пăрахатăн. Пассивлă пулса эсир хăвăра хăвăр шанманнине кăна кăтартатăр, – пӗтӗмлетрӗ Лейла Фазлеева.  С.Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев