СВО паттăрӗсем портретсенче, скульптурăсенче
Тунтикун ТР Наци библиотекинче «Родина в сердце героя» çамрăк ӳнерçӗсен куравӗ уçăлчӗ
Тунтикун ТР Наци библиотекинче «Родина в сердце героя» çамрăк ӳнерçӗсен куравӗ уçăлчӗ
Авторсем пурте халиччен Раççей шайӗнче иртекен конкурссене пӗрре мар хутшăннă, çав шутра çарпа патриотизм темипе çыхăннисене те.
Вулакан ăнланчӗ ӗнтӗ, экспозицие Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине халалланă, анчах картинăсенчи, скульптурăсенчи сăнарсем – паянхи çынсем. Вӗсем ятарлă çар операцине хутшăнса Тăван çӗршыва паттăрла хӳтӗленӗ патриотсем, паянхи Раççей Геройӗсем. Вӗсен хушшинче пирӗн ентешсем те пур.
30 ытла ӳнерçӗ хăйсен ӗçӗсенче паттăрсен сăнарне туллин кăтартма тӗрлӗ стиль, техника суйласа илнӗ (кăмрăк, сангина, çуллă сăрăсем, сепи, нумай сийлӗ акварель техники, пастель). Скульптура композицийӗсене гипсран ăсталанă.
Ку курав ыттисенчен тӳрех уйрăлса тăрать. Пӗрремӗш, профессионал-ӳнерçӗсем пур илемлӗх законӗсене пăхăнса ăсталани куçкӗрет; иккӗмӗш, пирӗн умра ӳнерçӗ шутласа кăларнă персонаж мар, чăн пурнăçран илнӗ çынсем. Эпир ӳнерçӗсем вӗсене скульптурăра, пир çинче сăнланине çеç мар, геройăн чун-чӗринче мӗн пулса иртнине кăтартма ăнтăлнине куратпăр.
Курава уçнă çӗрте РФ Художниксен союзӗн пайташӗ, Халăхсен хушшинчи хальхи вăхăтри академин хисеплӗ пайташӗ Мария Барановская пулчӗ.
Сжнъкерч.к «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев