СВО ветеранӗ Денис Балмышев Калмаш ял хутлăхне ертсе пырӗ
Тукай районӗнче иртнӗ канашлура район пуçлăхӗ Камиль Назмиев Калмаш ял хутлăхӗн çӗнӗ ертӳçипе паллаштарнă. Çак должноçа ятарлă çар операцийӗн ветеранне Денис Владимировича Балмышева суйланă.
Районта çуралса ӳснӗ Денис Балмышев ятарлă çар операцине хăй ирӗкӗпе кайнă. Запорожье облаçӗнче «Тимер» батальон йышӗнче наводчик-оператор пулнă. Çапăçусем вăхăтӗнче йывăр амансан, службăна малалла тăсайман.
Мирлӗ пурнăçа таврăнсан Дениса тăванӗсемпе çывăх çыннисем, çавăн пекех район представителӗсем тимлӗхсӗр хăварман. Малтанхи кунсенчех ун çумне «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри уйрăмӗн социаллă координаторне Айгуль Шабакаевăна çирӗплетнӗ.
«Фонд ӗçченӗсем мана кирлӗ хутсене хатӗрлеме тата реабилитаци иртме пулăшрӗç. Манăн социаллă координатор Айгуль Шабакаева пур ыйтупа та пулăшать, яланах манпа çыхăнура», – палăртнă Денис Балмышев.
Денис фронтран урăх çын пулса таврăннă, Тăван çӗршыва хӳтелеме тăнăшăн пӗрте ӳкенмест. Тăван Çӗршывшăн малалла ӗçлемелле тесе шутласан, ăна социаллă координатор регионти «Батырлар. Герои Татарстана» программăна хутшăнма сӗннӗ. СВО ветеранӗ вӗренӳпе стажировка иртсе финалистсен йышне кӗнӗ.
Денис Балмышев хăй умне лартнă тӗллеве пурнăçласси пирки пӗрре те иккӗленмелли çук. Район пуçлăхӗ Камиль Назмиев унăн опытне палăртса вăл ертсе пынипе ял малалла аталанасса шаннине пӗлтернӗ.

«Защитники Отечества» патшалăх фондне Раççей Президенчӗ Владимир Путин Указӗпе йӗркеленӗ. Унăн тӗп тӗллевӗ – СВО ветеранӗсене тата вӗсен çемйисене мирлӗ пурнăçра пулăшса пырасси. Фонд специалисчӗсемпе социаллă координаторсем хӳтӗлевçӗсене медицинăпа социаллă реабилитаци иртме кăна мар, çӗнӗ профессие ала илсе ӗçе вырнаçма, юридици тата ытти ыйтусене татса пама пулăшаççӗ. Фонд филиалӗсем Раççейӗн пур регионӗнче те ӗçлеççӗ. Организацие статс-секретарь – РФ оборона министрӗн çумӗ Анна Цивилева ертсе пырать.
«Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри уйрăмӗн ВКонтактери ушкăнӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев