Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

СВО ветеранӗсем ТР Раисӗн Кубокӗшӗн ăмăртӗç

Сентябрӗн 4-5-мӗшӗсенче иртекен ăмăртусене республикăн муниципаллă йӗркеленӗвӗсенчен 200 яхăн ветеран-спортсмен хутшăнасси паллă.

Сентябрӗн 4-5-мӗшӗсенче Хусанта ятарлă çар операцине хутшăннисемпе ветерансен хушшинче Тутарстан Республикин Раисӗн Спорт кубокӗн финал тапхăрӗ пулать. Ăмăртусене республикăн муниципаллă йӗркеленӗвӗсенчен 200 яхăн ветеран-спортсмен хутшăнасси паллă. 

Финалта ветеран-спортсменсем сакăр дисциплинăпа ăмăртаççӗ. Çавсен хушшинче волейбол, ларса волейбол (инвалид ветерансем валли), мини-футбол, армрестлинг, сӗтел çи теннис, пересси, ишесси тата нарды вăййи.

Спорт ăмăртăвӗсен церемонийӗ сентябрӗн 4-мӗшӗнче Атăлçи патшалăх физкультурăпа спорт тата туризм университечӗн вӗренӳ лабораторийӗн корпусӗнче иртет. Спорт тӗсне кура ăмăртусем «Буревестник» бассейнра, Фиджитал-центрта  тата Мирный поселокри «Динамо» комплексра пулаççӗ. 

Сентябрӗн 5-мӗшӗнче университетăн концерт залӗнче Кубок хупăнать. ТР Раисӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, унта Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов, ТР спорт министрӗ Владимир Леонов хутшăнаççӗ. 

Финалччен республикăри районсемпе хуласенчи тапхăрсем иртнӗ – Элметре, Анат Камăра. Икӗ хулара иртнӗ тапхăрсене  кашнине 16-шар  район спортсменӗсем хутшăннă.  

Сăнӳкерчӗк: Новости Нижнекамска – НТР 24 ВКонтактери страницинчен тата https://minsport.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ветеран СВО