СВОра пуç хунисене асăнса Анат Кама хулинче мемориал комплексӗ пулать
Çӗнӗ хыпарсем

СВОра пуç хунисене асăнса Анат Кама хулинче мемориал комплексӗ пулать

Комплекса хулари Çӗнтерӳ Тӳремӗнче Ӗмӗрлӗх çулăмпа юнашар вырнаçтарӗç. Палăк валли укçа пухассине «Благие дела» ыркăмăллăх фончӗ йӗркеленӗ.

Ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ентеш-салтаксене асăнса лартнă палăксем Теччӗ хулинче, Лайăшпа Аксу районӗсенче пур, çитес вăхăтра Анат Кама хулинче те лартӗç. Чăн та, палăк кăна мар, мемориал комплексех. Пуçарăва РФ Патшалăх Думин депутачӗ Олег Морозов ырланине пӗлтерет «ТНВ» телеканал сайчӗ. Парламентари сăмахӗпе, çӗршывшăн, çывăх çынсен хăрушсăрлăхӗшӗн пуç хунă паттăрсене сума суни пулӗ вăл. Проекта хатӗрлемешкӗн СВО ветеранӗсем, пуç хунă салтаксен тăванӗсем те хутшăннă. Хакӗ пӗчӗк мар, 50 миллион тенкӗ таранах. Укçа-тенке бизнес-сообществăсем, çар братствисем, хула çыннисемпе хула пухнă. 

(Сăнӳкерчӗк tatarstan.er.ru сайтăн)


общество

Нет комментариев