Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сысна мурӗ те кайăк-кӗшӗк грипӗ те хальлӗхе Тутарстанра çук

Анчах тимлӗхе çухатмалла мар. Çакăн çинчен журналистсене ТР Министрсен Кабинечӗн Тӗп ветеринари управленийӗн начальникӗ Алмаз Хисамутдинов каласа пачӗ

Ветеринарсем асăрхаттараççӗ, Раççейре сысна мурӗн вирусӗ 20-30 процент ытларах сарăлнă. Пирӗн çӗршывра унăн 215 тӗслӗхне палăртнă, вӗсенчен 70-шӗ хир сыснисенче тупăннисем.  Тутарстанра хальлӗхе асăннă вируссене асăрхаман. 

Вирус пысăк предприятисем урлă та, хресченпе фермер хуçалăхӗсенче те, уйрăм хуçалăхсенче те сапăлать. Продукци урлă вăл тата инçерех саланать. Федерацин Атăлçи округӗнче паянхи куна ку енӗпе Чулхула, Самар, Пермь, Саратов облаçӗсем шанчăклă мар. Унсăр пуçне Самарпа Саратов, Тюмень, Оренбург облаçӗсенче, Пушкăртстанра кайăш-кӗшӗк грипне асăрханă тӗслӗхсем пур. Кăçал кăна Раççейри 12 субьектра пысăк патогенлă кайăк-кӗшӗк грипне 22 вырăнра тупса палăртнă. Вӗсенчен 12-шӗ килти хур-чăхăра. Пӗлтӗрхи октябрь уйăхӗнче пирӗн республикăри Пăва, Çӗпрел, Ешӗлвар, Мӗслӗм районӗсенче те кайăк-кӗшӗк грипне асăрханăччӗ. Килти кайăксене кăнтăра вӗçекеннисем ертсе хăварнă. Çавăнпа та килте хурсемпе чăхăсене, кăвакалпа кăрккасене тăррисем хупă витесенче усрама сӗнеççӗ ветеринарсем. Çитӗнсе çитнӗ-тӗк, ытлашши тытмалла мар, пусса тирпейлемелле.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев