Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сывлăхлă пурăнас тесен çак кун çӗнӗ тум туянмалла тет

Ака уйăхӗн 13-мӗшӗ – Ипатий. Çак кун кил хуçалăхӗнчи кирлӗ мар çӗтӗк-çурăка çунтарса яма хушаççӗ. Сывлăхлă пурăнас тесен çак кун çӗнӗ тум туянмалла тет.

Ака уйăхӗн 14-мӗшӗ – Мария. Çырмасенчи пăр хăвăрт кайса пӗтсен çăмăл çул пулать. Каçхи тӳпе çăлтăрлă та таса – çулла тухăç аван пулать. Çумăр çусан кăçал кăмпа ăнса пулать.

Ака уйăхӗн 15-мӗшӗ – Тит. Хӗртсе хӗвел пăхсан çулла ăшă пулать. Çак кун путене сассине илтсен ку çул тыр-пул та, курăк та лайăх çитӗнет. Ака уйăхӗн варринче сивӗ-тӗк – тулă ăнса çитӗнет.

Ака уйăхӗн 16-мӗшӗ – Никита. Çак кун çиле сăнамалла: кăнтăр енчен вӗрсен – çурхи тырăсем аван ӳсеççӗ, çурçӗртен вӗрсен – çумăра. Кайăксем йăва çавăрма пуçланă-тăк – кӗçех ăшăтать. 

Ака уйăхӗн 17-мӗшӗ – Иосиф, Осип. Шăрчăк юрлатьтӗк, уй-хирте ӗç пуçлама вăхăт. Хурăн çирӗкрен маларах çулçă кăларсан çулла типӗ пулать. Çумăр çуни – аван паллă, тырпул ăнса çитӗнессе.

Ака уйăхӗн 18-мӗшӗ – Федул тата Федора. Çак кунран ăшă çил вӗрме пуçлать. Ку кун ăшă та çилсӗр-тӗк – лайăх çанталăк вăрах тăрать. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай – çырла пуçтарма ытларах карçинкка хатӗрле.

Ака уйăхӗн 19-мӗшӗ – Евтихий тата Ерёма. Кăнтăртан таврăннă хур кăвакалсем юханшыв çывăхӗнче йăва çавăраççӗтӗк – çулла типӗ пулать. Ирхине тӗтреллӗ пулсан типӗ çанталăк уйăх вӗçӗччен тăрать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы