Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТАЛАНТШĂН ЧИКӖ ÇУК

Сӗм суккăр ачасем музыка инструменчӗпе калани, чӗлхесӗрри кӗвӗ ритмӗпе килтерсе ташлани тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет

Кулленхи кун хӗвӗшӗвӗнче вӗсем çинчен пит шутласа та каймастпăр, анчах ку вӗсем çуккине, вӗсене пирӗн тимлӗхпе пулăшу кирлӗ маррине пӗлтермест. Сăмахăм инвалид-ачасем, сывлăх енчен çирӗпех маррисем çинчен. 

Апрелӗн 29-30-мӗшӗсенче Хусанти «Детская академия» ача-пăча пултарулăхӗн центрӗнче сывлăх енчен çирӗпех мар ачасем валли  «Салават купере» регионсен шайӗнчи III фестивалӗн гала-концерчӗ иртрӗ. Ăна виççӗмӗш хутчен «Радуга добра» нушарисене пулăшассипе ыркăмăллăх фончӗ йӗркелет. 

 

«Сывлăх енчен çирӗп маррисене, инвалидсене творчест­вăлла мероприятисене хутшăнтарни, харпăр пултарулăха тата хăй тӗллӗн мӗн те пулин тума пултарнине кăтартни питӗ кирлӗ. Ку вӗсене ыттисенчен уйрăм пурăннипе çыхăннă лару-тăрăва кăштах та пулин çемçетме, обществăри харпăр кирлӗлӗхе шанма май парать. Çак тӗллевсене тӗпе хурса ӗнтӗ çулсерен çак фестивале йӗркелетпӗр», – терӗ фонд директорӗ Валентина Бушуева. 

Сăмах май, «Радуга добра» ыркăмăллăх фончӗ инвалид ачасем ӳстерекен çемьесемсӗр пуçне йывăр лару-тăрăва кӗрсе ӳкнисене, нумай ачаллă тата çитмен пурнăçпа нушаланакан çемьесене хăй хӳттине илнӗ.  Паяна фонд попеченийӗнче 60 ытла çемье тăрать. 

Валентина Бушуева пӗлтернӗ тăрăх, кăçал заявкăсем 35 организацирен килнӗ. Çак шута Тутарстанри, Чăваш Енри, Самара, Ульяновск облаçӗсенчи, Удмуртири ятарлă учрежденисемпе интернат-шкулсем кӗреççӗ. Фес­тивале пурӗ 400-е яхăн инвалид-ачаран заявкăсем килнӗ. Вӗсем хăйсен пултарулăхне вокал, театр искусстви, хореографи, илемлӗ вуласси, инструментпа каласси енӗпе тата оригиналлă жанрпа кăтартма пултарнă.  

Унсăр пуçне тӗрлӗ мас­тер-классене хутшăнма та май пулнă ачасен. Сăмахран, юрлас енӗпе Вокал искусствин педагогсен федерацийӗн пайташӗ Наталья Рыбакова хаклă сӗнӳсем панă. Унăн хăйӗн автор разработкисем те пур. Наталья Владимировнăн мастер-класӗ инвалид-ачасемпе ӗçлекен педагогсемшӗн питӗ усăллă пулнă. 

Мастер-классем актер пултарулăхӗпе, музыка инструменчӗпе калассипе, хореографипе те иртнӗ. Атьсем вара творчест­вăлла ӗçсене хутшăнса хăйсен пултарулăхне урăх енчен тӗрӗслеме пултарчӗç. 

Гала-концерт пӗр сывлăш çаврăмӗпе иртсе кайрӗ. Сцена çине тухнă хăш-пӗр ачана пӗрре пăхсан инвалид та тееймӗн. Çавăнпа çумра ларакан Валентина Васильевнăран час-час ку е тепӗр ача мӗнпе аптранине ыйтса лартăм. Сӗм суккăр ачасем музыка инструменчӗпе калани, чӗлхесӗррисем кӗвӗ ритмӗпе килтерсе ташлани тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Мӗн чухлӗ вăй, чăтăмлăх кирлӗ вӗсене çак шая çитме. 

Ăс-тăн енчен катăкраххисем те нумайччӗ ку хутӗнче. Йӗркеллӗ аталанакан ачасенчен вӗсене ташланă е юрланă чух пӗр эмоци те  кăтартманнинчен кăна уйăрса илме пулать. 

– Ыттисемпе танлаштарсан, кусемпе ӗнтӗ ӗçлеме çăмăлрах пулӗ, – пӗлтертӗм хам шухăша ачасем ташланине пăхнă май.  

– Çук çав, – хуравлать Валентина Васильевна. – Кун пек ачасене сцена çине илсе тухайни хăйне пӗр пысăк ӗç. Питӗ йывăр вӗсемпе ӗçлеме. Пăхма кăна çăмăллăн туйăнать. 

ДЦПпа аптракан ачасем те йышлăнччӗ. Пуринчен ытла Мамадышри интернат-шкула çӳрекен Яна Рылеева Муса Джалилӗн «Прощай, моя умница» сăввине вулани чӗрене пырса тиврӗ, куççуль юхтарчӗ. «Детская академия» ача-пăча центрӗн воспитанникӗ Булат Шамов электронлă пианинăпа тӗлӗнмелле аван вылярӗ. Елабугăри илтменнисемпе калаçайманнисен интернат-шкулӗнче вӗренекенсен «Вдохновение» ушкăнӗ «Россия – это мы» юрра жестсен чӗлхипе юрлани те чуна витерчӗ. Вӗсем нихăçан та çутçанталăкри чӗрӗ сассене кӗвӗ çеммине, тинӗс шавне, тата ыттине илтес çук. Анчах Турă вӗсене чӗрепе туйма, илт­ме пултарулăх панă. Нумай сас-чӗве вӗсем вибраци урлă туяççӗ. Пирӗн пеккисене çавна ăнланма йывăртарах паллах.  

Елабугăран килнӗ йӗкӗрешсем, Сашăпа Паша Ищуксем, рэп юрласа зала хавхалантарчӗç. Фонд директорӗн сăмахӗпе, ачасем иккӗшӗ те ДЦПпа чирлӗ çуралнă, амăшӗ тăрăшнипе йӗкӗрешсенчен пӗри, Саша,  утма пуçланă. Малтанласа вăл та инвалид кресли çинче ларнă. Унăн шăллӗ те инвалид коляс­кипе хăçан та пулин уйрăласса шанас килет. 

Шупашкарти интернат-шкул­тан килнӗ Карина Егорова акă çут тӗнчене нихăçан та хăй куçӗпе курас çук, вăл сӗм суккăр çуралнă. Çапах ку ăна музыка енӗпе аталанма, фортепианăпа калама чăрмантарман. Хӗрача хăй каланă тăрăх, курма ăна пӳрнисем пулăшаççӗ. 

Удмуртирен килнӗ Станислав Казаков – ăста баянист. Номерӗ вӗçленсен те вылярӗ те вылярӗ малаллах. Ертӳçи каланă тăрăх, Станислав даун синдромӗпе аптрать. Чармасан баянпа ик-виçӗ сехет те пӗр чарăнми выляма пултарать иккен. Çакăн пек вăрăм репетицисем пулăшнă та ӗнтӗ ăна çак шая çитме. 

Кашнин çинчен нумай калама пулать. Ачасем творчествăлла фестивале хутшăннинче педагогсен, вӗсен воспитанникӗсен, паллах, ашшӗ-амăшсен ӗçӗ питӗ нумай. Чирпе кӗрешсе, ыратăва чăтса çапла куллен-кун вӗсем хăйсем пурнăçӗшӗн тăрăшаççӗ, пире те нумай япалана тарăнрах ăнланма пулăшаççӗ, Турă панă ыр сывлăха тав туса йышăнма, хаклама  вӗрентеççӗ. Нумай чух эпир пуршăн-çукшăнах тарăхатпăр, ӳпкелешетпӗр. Çав хушăрах тӗрлӗ кăлтăкпа çуралнисемех  пӗчӗк çитӗнӳшӗн те тав тăваççӗ, пархатарлăн йышăнаççӗ. Нумай чухне чун-хавалпа вӗсем пиртен самай вăйлăрах, çирӗпрех, çавă пулăшать те ӗнтӗ кулленхи кунри йывăрлăхсемпе, чăрмав­семпе кӗрешме.   

Фонд директорӗпе Валентина Бушуевăпа унăн çумӗ Ирина Будовниц гала-концерта хутшăннă кашни ачана, ашшӗ-амăшне, педагогсене тав турӗç. Пӗр ача та Тав хучӗ илмесӗр мероприятирен каймарӗ, çав шутра педагогсем те. Вӗсем фондăн Тав çырăвӗсене илме тивӗçрӗç. Çӗнтерӳçӗсене вара дипломсемпе, кубоксемпе тата хаклă парнесемпе наградăларӗç, кайран Хусан Кремльне экскурсие илсе кайрӗç. 

Кӳршӗллӗ регионсенчи интернат-шкулсенчен килнӗ педагогсем те парăмра юлмарӗç, хăйсен енчен йӗркелӳçӗсене Тав çырăвӗсемпе чысларӗç. «Паянхи гала-концерт, ӗнерхи инклюзивлă спектакль хыççăн ман сăмах çук, пăлхану халӗ те иртсе пӗтмест. Эсир хăвăр мӗн пысăкăш ӗç туса пынине хăвăр та ăнланса çитеймен пулӗ-ха. Анчах эпир çавна пит лайăх ăнланатпăр. Пысăк тав сире, çӗре çити тайма пуç», – терӗ педагогсен ятӗнчен сăмах илсе Сарапулти интернат-шкул директорӗ Наталья Мерзлякова.     

 

Ирина ТРИФОНОВА.

К.Егорова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев