«Таса ăру – 2025» Пӗтӗм Раççей акцийӗ иртрӗ
«Таса ăру – 2025» Пӗтӗм Раççей акцийӗ кăçал та икӗ тапхăрпа пулчӗ. Пӗрремӗшӗ март уйăхӗн 10–19-мӗшӗсенче, иккӗмӗшӗ – ноябрӗн 13 – 21-мӗшӗсенче иртрӗ
Çул çитменнисемпе çамрăксен хушшинче наркотикла тата психотроплă япаласемпе усă куракансем йышланас хăрушлăх пысăккипе Раççейре çуллен ведомствăсен хушшинчи «Таса ăру» комплекслă оперативлă профилактика акцийӗ иртет. Тӗллевӗ – çул çитменнисемпе çамрăксен хушшинче наркомани сарăлассин, наркотикла тата психотроплă япаласене салаттарса закона хирӗçле ӗçсем тутарасран профилактика тата çамрăк ăрăва наркотикпа усă курни мӗн патне илсе çитерессине вăхăтра ăнлантарасси. Аса илтеретпӗр, наркомани хăрушă чир, уйрăмах çамрăк организмшăн. Пӗрре тутанса пăхакан унран хăтăлаймасть.
Йӗрке хуралӗ мӗнпур ведомствăпа пӗрле наркомание хирӗç кӗрешет. Нароктикла япаласем салатакансем, наркопритонсем, вăрттăн мăкăньпе кантăр ӳстерекенсем пуррине пӗлсен граждансене 02, 112 тата 8 (843) 291-20-02 (ТР ШӖМӗн шану телефонӗ) номерсемпе талăкӗпех шăнкăравласа пӗлтерме ыйтатпăр.
«Çак вăхăтра йӗрке хуралӗн, тӗрлӗ ведомствăсен, çав шутра наркологи диспансерӗн представителӗсем кашни район-хулари вӗрентӳ учрежденийӗсенче шкул ачисемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсемпе, студентсемпе тӗл пулса наркотикла япаласем салатнăшăн, интернет урлă закона хирӗçле япаласем тума явăçнăшăн закон умӗнче мӗнле явап тытасси пирки ăнлантарнă. Наркотикла тата психотроплă япаласемпе усă курни сывлăхшăн, пурн
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев