Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тата икӗ кандидата суйлава регистрациленӗ

Тутарстанри Тӗп суйлав комиссийӗн ларăвӗнче ЛДПР партийӗ тăратнă Руслан Юсупова тата КПРФ партийӗ тăратнă Хафиз Миргалимова ТР Раисӗн суйлавне кандидат пек регистрацилеме йышăннă.

«Алă пуснисем çителӗклӗ, кирлинчен те нумайрах, çавăнпа эпӗ çак йышăнăва тума сӗнетӗп», – пӗлтернӗ Тутарстанăн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев. Комисси членӗсем пӗр саслăн сӗнӗве ырларнă.

Тутарстанра пӗрлехи сасăлав кунӗнче, сентябрӗн 14-мӗшӗнче, ТР Раисне, вырăнти хăйтытăмлăх органӗсене 7,5 пин ытла депутата тата Мелекесри пӗр мандатлă 18-мӗш суйлав округӗнчен ТР Патшалăх Канашӗн депутатне суйламалла.

Тӗп суйлав комиссийӗнче ТР Раисӗн суйлавне Руслан Юсуповăн (ЛДПР), Рустам Миннихановăн («Единая Россия»), Хафиз Миргалимовăн (КПРФ), Виталий Смирновăн («Раççейри социаллă тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен пенсионерсен партийӗ») кандидатурине регистрациленӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ выборы 2025 ЦИК