«Тау фест» кăçал ачасене мультфильм ӳкерме вӗрентрӗ
ТР Наци библиотеки хыçӗнчи Казанка çыранӗнче «Елмай» ача-пăча паркӗнче августăн 30-31-мӗшӗсенче «Тау фест» Çемье фестивалӗ тăваттăмӗш хут ача-пăчана, ашшӗ-амăшне пуçтарчӗ. Ăна «Счастливые истории» Ыркăмăллăх фончӗ ирттерет, вăлах «Глаголица» ачасен конкурсне те йӗркелет.
Яланхи пекех фестивалӗн пуян программа, 50 ытла мероприяти хатӗрленӗ килекенсем валли: тӗрлӗ-тӗрлӗ пуçватмăшсен тупсăмне пӗлессипе хаваслă чемпионатсем, нумай пӗлме юратакансемшӗн кăсăклă фильмсем, юратнă кӗнекесен авторӗсемпе тӗлпулусем, çак кунсенче Халăхсен хушшичи «Глаголица» ачасен литература конкурсне пӗтӗмлетнӗ çӗре хутшăннă çӗршывӗпе паллă писательсемпе, куçаруçăсемпе, поэтсемпе тӗл пулнă. «Р.Миннуллин ячӗллӗ Республикăн ача-пăча библиотекин» шатерӗнче Светлана Говорунова, «Татаркино» ТР ПБКУ кинофестивальсемпе киномероприятисен уйрăмӗн пуçлăхӗ, радиоертӳçӗ, дубляжсем тăвакан актриса анимаци тăвассипе мастер-класс ирттернӗ. Çакăнпа интересленсе пынисене видеоурок кăтартнă çеç мар, хăйсене те мультфильм тума май панă. Интерактивлă программăра ачасемпе ашшӗ-амăшӗ паллă мультфильмсен геройӗсене савăнсах «сасă парнеленӗ». «Маша и Медведь», «Смешарики», «Фиксики» анимаци лентисен дубляжне «Тау фест» хăнисем хаваспах кӳлӗнчӗç.
Çитӗннисем валли кинофестивальсемпе киномероприятисен уйрăмӗнче Аделя Никитина паллă кинокартинăсемпе интереслӗ викторина ирттерчӗ, чи хастаррисене, тавçăруллисене «Татаркино» компани асăнмалăх парне пачӗ. Кӗнеке фестивалӗнчи кинофестиваль хупăнас умӗн тутар халăх поэчӗ Габдулла Тукай çырнă юмахсемпе «Татармультфильм» студи ӳкернӗ мультфильмсене кăтартрӗç.
Фестивале «Тау фест» ят ахальтен паман – тутар чӗлхинчен «тау» сăрт, ту тесе куçать, ытарлăн каласан сăрт çине улăхни пӗлӳ патне ăнтăлнине, пултарулăха аталантарнине, хавхалану шыранине пӗлтерет.
Тăватă çул хушшинче фестиваль чăннипех савăнăç, пӗлӳ лаптăкӗ пулса тăнă, тӗрлӗ ăрури çынсене хăй патне пуçтарнă вăл. Тин çеç утма вӗреннисем те, аслăрах çултисемпе çула çитмен çамрăксем те килнӗ. Паллах, ачасен ашшӗ-амăшӗ, асламăшӗ-кукамăшӗ те кунтах. Чи кӗçӗннисенчен пуçласа чи аслисем таранччен пурне те «Тау фест» пӗрлештерет, кӗнеке тӗнчине çулçӳреве чӗнет. (Сăнӳкерчӗк фестивалӗн пресс-службин).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев