Тава тивӗçлӗ педагог çуралнăранпа 100 çул
Петр Семенович Тайров Çӗпрел районӗнчи Чăваш Ишлӗ ялӗнче 1925 çулхи мартăн 25-мӗшӗнче çуралнă. 40 çул ытла ачасене вӗрентнӗ вăл.
Педагог ӗçне Петр Семенович Ульяновскри Чăваш педагогика училищине пӗтерсен пуçланă. 1941 – 1942 вӗренӳ çулӗнче вăл Куйбышев (халӗ Самара) облаçӗнчи Похвиçнӗ районне кӗрекен Вăтам Эверкел шкулӗнче ачасене математика вӗрентнӗ. 1942 çулхи августран Матакри пуçламăш шкула ӗçлеме куçнă. Кунта Совет çарне иличченех ачасене вӗрентнӗ. Вăрçăра яппунсемпе те çапăçма тивнӗ унăн.
1946 çулта демобилизациленсен шкулах ӗçлеме таврăннă Петр Семенович. Малтан Матакри шкулта пуçламăш классене вӗрентнӗ, 1948 çулта вара ăна Кивӗ Йӗлмелӗнчи пуçламăш шкул заведующийӗ пулма çирӗплетеççӗ.
1949 çулта çамрăк педагог историпе конституци вӗрентме пуçлать, 1950 çулта Матакри пуçламăш шкул директорӗ пулса тăрать. 1954 – 1959 çулсенче Петр Семенович Хурăнвар Шăхаль шкулне ертсе пынă. Унтан каллех тăван ялне таврăннă вăл. Пуçламăш шкул директорӗнче тăрăшнă. Петр Тайров тăрăшнипе 1966 çулта Матакра вăтам шкул уçăлнă.
Вӗрентӳри ырми-канми ӗçӗшӗн Петр Семеновича 1959 çулта РСФСР халăх çутӗçӗн отличникӗ» медальпе наградăланă. Çав çулах Тутар АССРӗнчи учительсен съездне хутшăнма делегата суйлаççӗ ăна. 1967 çулта вара Петр Тайрова РСФСР Верховнăй Совечӗн Президиумӗн указӗпе «РСФСР шкулӗн тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ» хисеплӗ ят панă.
Петр Семенович 1981 çулта инвалидлăхпа пенсие тухнă. Тивӗçлӗ канăва тухсан Хусанта пурăннă, унтах 2011 çулта çӗре кӗнӗ. Ку эрнере юратнă учителӗмӗр çуралнăранпа 100 çул çитрӗ. Хăй пирӗнпе юнашар çук пулсан та, унăн ырă сăнарӗ пирӗн асăмăрсенче тивӗçлӗн упранать.
Виталий МЕРДЕЕВ.
Çӗпрел районӗ, Матак.
Архиври сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев