Тăван чĕлхене ачаран пĕлмелле
Ноябрӗн 23-24-мӗшӗсенче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче пӗрремӗш хут «Шкул çулне çитменнисен программине тăван чӗлхепе пурнăçлакан чи лайăх педагог (чăваш, удмурт, мари, мордва)» республика шайӗнче иртнӗ конкурса пӗтӗмлетрӗç.
Ноябрӗн 23-24-мӗшӗсенче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче пӗрремӗш хут «Шкул çулне çитменнисен программине тăван чӗлхепе пурнăçлакан чи лайăх педагог (чăваш, удмурт, мари, мордва)» республика шайӗнче иртнӗ конкурса пӗтӗмлетрӗç.
Шкул çулне çитменнисемпе тăван чӗлхепе ӗçлекен педагогсем хушшинче йӗркелерӗç ăна. Тăван чӗлхепе çула çитмен ачасене вӗрентекен, воспитани паракан, педагогика ӗçӗнче инновацилле меслетсемпе усă куракан пултаруллă ӗçченсене хавхалантарма тӗллев лартнă йӗркелӳçӗсем.
Ăна ТР Вӗрентӳ тата наука министерстви, ТР Халăхсен ассамблейи, ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗ шкул çулне çитмен ачасемпе ӗçлекенсен хушшинче ирттернӗ. Çак пысăк пӗлтерӗшлӗ, интереслӗ мероприятие Тутарстанра пурăнакан тӗп халăхсемпе ирттернине шута илсен йӗркелӳçӗсене ырламалла, вӗçсӗр-хӗрсӗр мухтамалла.
Ноябрӗн 23-24-мӗшӗсенче Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче конкурсăн финалӗ пулчӗ. Зонăсенчи тупăшусем октябрӗн 17 тата 26-мӗшӗсенче иртнӗ. Чăваш, удмурт, мари, мордва халăхӗсен ачисемпе ӗçлекенсемшӗн «Шкул çулне çитменнисен программине тăван чӗлхепе пурнăçлакан чи лайăх педагог (чăваш, удмурт, мари, мордва)» ята çӗнсе илессишӗн кӗрешрӗç ача сачӗсенче ӗçлекенсем. Пӗтӗмпе конкурса хутшăнма республикăри педагогсенчен 31 заявка тата муниципаллă йӗркеленӳсенчен 19 заявка илнӗ, финала 12 конкурсант тухнă.
Çӗнтерӳçӗсене саламлама пуçтарăннă мешехере ТР Раисӗн Шалти политикин ыйтăвӗсен департаменчӗн Наци политикине пурнăçлассипе управленийӗн пуçлăхӗ Д. М. Мустафин, ТР Патшалăх Канашӗн Бюджет, налогсемпе финанссен комитечӗн председателӗн çумӗ К. А. Нугаев, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи К. Г. Яковлев, Тутарстан Халăхсен Туслăх Çурчӗн директорӗ Т. Р. Кадыров, ТР вӗрентӳ тата наука министрӗн çумӗ М. З. Закирова. Конкурсăн пӗтӗмлетӳ тапхăрӗ вӗçленсен финала тухнă педагогсене пурне те дипломсемпе сертификатсем панă, çӗнтерӳçӗсен вырăнӗсене палăртнă.
Конкурсра çӗнтернисене укçан преми те панă. III вырăн йышăннисене — 30 пин тенкӗ; II вырăн — 40 пин; I вырăн — 50 пин тенкӗ. Гран-при çӗнсе илекене 60 пин тенкӗлӗх сертификат пама йышăннă.
Тăван мордва чӗлхипе шкул çулне çитменнисен программисене пурнăçлакан чи лайăх педагогсем:
I вырăн — Елена Петровна Исаева — Кильдюшево ялӗнчи «Улыбка» ача сачӗн воспитателӗ, Теччӗ районӗ.
II вырăн — Лариса Владимировна Раскина — Тури Акташ ялӗнчи ача сачӗн воспитателӗ, Элмет районӗ.
III вырăн — Елена Дмитриевна Юрина — «Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ» вӗрентӳ центрӗн хушма пӗлӳ паракан педагогӗ, Хусан хули, Вахитов районӗ.
Тăван мари чӗлхипе шкул çулне çитменнисен программисене пурнăçлакан чи лайăх педагогсем:
I вырăн — Эльза Матвеевна Пажбекова — Бимри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулăн воспитателӗ, Агрыз районӗ.
II вырăн — Екатерина Валериевна Шамова — Улисьялти пуçламăш шкул-ача сачӗн воспитателӗ, Балтаси районӗ.
III вырăн — Людмила Саберьяновна Михайлова — Кулегашри пуçламăш шкул-ача сачӗн воспитателӗ, Агрыз районӗ.
Тăван удмурт чӗлхипе шкул çулне çитменнисен программисене пурнăçлакан чи лайăх педагогсем:
II вырăн — Лариса Николаевна Тарасова — Ципьяри ача сачӗн музыка ертӳçи, Балтаси районӗ.
III вырăн — Ирина Леонидовна Иванова — Нырья ялӗн ача сачӗн воспитателӗ, Кукмор районӗ.
Тăван чăваш чӗлхипе шкул çулне çитменнисен программисене пурнăçлакан чи лайăх педагогсем:
II вырăн — Галина Александровна Гуряшкина — Чăваш Паснапуçӗнчи пуçламăш шкул-ача сачӗн воспитателӗ, Çӗпрел районӗ.
III вырăн — Людмила Михайловна Данилова — «Камыр Батыр» 5 № ача сачӗн воспитателӗ, Нурлат хули.
Гран-при тата 60 пин тенкӗлӗх сертификата «Шкул çулне çитменнисен программине тăван чӗлхепе пурнăçлакан чи лайăх педагог (чăваш, удмурт, мари, мордва)» республика конкурсӗнче икӗ вӗрентекен çӗнсе илчӗç:
Светлана Ивановна Петрова — Агрыз районӗнчи 5 № ача сачӗн воспитателӗ, Агрыз районӗ;
Наталья Михайловна Коновалова — Пасарлă Матакри «Берёзка» ача сачӗн учитель-логопечӗ, Элкел районӗ.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев