Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван чӗлхе – иксӗлми çăлкуç

Чӗлхе вăл хăйне пӗр тӗнче: тӗлӗнмелли, чуна йăпатаканни, савăнтараканни, тӗлӗнтерекенни питӗ нумай унта. Чӗлхе – халăхăн пуянлăхӗ, чунӗ.

Халăхсен хушшинчи Тăван чӗлхе кунне халалласа Наратлă ялӗнчи библиотекăпа Культура çурчӗн ӗçченӗсем чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен М.Н.Свежинкинăпа пӗрле «Тăван чӗлхе – иксӗлми çăлкуç» ятпа мероприяти ирттерчӗç. Унта Наратлăри тӗп шкулта вӗренекенсем хутшăнчӗç. 

Уява ертсе пыракансем ачасене Халăхсен хушшинчи Тăван чӗлхе кунӗн историйӗпе паллаштарчӗç. Ку уява Раççейре кăна мар, пӗтӗм тӗнчипех паллă тăваççӗ. Çын çуралса аталанса пынă май пуçласа хăш чӗлхепе калаçнă – унăн тăван чӗлхи çавă. 

Ачасем чăваш çыравçисен хăйсем вуланă произведенийӗсене аса илчӗç, чăвашла сăвăсем каларӗç, викторина ыйтăвӗсем çине хуравларӗç. Конкурса та хаваспах хутшăнчӗç вӗренекенсем, чăваш халăх вăййисене те интересленсех вылярӗç. Мероприяти питӗ хаваслă тата усăллă пулни пирки пӗлтерчӗç. 

 

Татьяна ДМИТРИЕВА,

Наратлă ялӗн библиотекарӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев