Тăван чӗлхене сыхласа хăварассипе çыхăннă медиапроектсен конкурсӗ пуçланать
ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерстви «Татмедиа» Пичетпе массăлла коммуникацисен агентствипе пӗрле медиапроектсен çулленхи грантсен конкурсне заявкăсем йышăнма пуçлать. Кун пирки ведомствăн пресс-служби пӗлтерет.
Тутарстанăн патшалăх чӗлхисене тата регионта пурăнакан ытти халăхсен тăван чӗлхисене массăллă информаци хатӗрӗсенче тата интернетра упраса хăварас тата аталантарас тӗллевлӗ пуçарусем укçа-тенкӗ енчен пулăшу илме пултарӗç. Заявкăсене июнӗн 8-мӗшӗнчен пуçласа августăн 14-мӗшӗччен (18:00 сехетчен) виçӗ номинаципе йышăнаççӗ:
- «Лучший проект медиаресурса для сети Интернет»;
- «Лучший проект интернет-акции в поддержку родного языка в сети Интернет»;
- «Лучший проект в социальных сетях, направленный на популяризацию и/или сохранение родного языка».
Кашни номинацири чи лайăх ӗçсен авторӗсем хăйсен проекчӗсене пурнăçа кӗртме е аталантарма грант илме пултараççӗ. Кăçал пӗтӗмӗшле укçа-тенкӗ калăпăшӗ 450 пин тенкӗпе танлашать.
Заявкăсене хут çинче Хусанта Петербургская урамӗнче ( 52 çурт, 4 хутра, 412-мӗш кабинетра) ИТ-пӗрлӗхӗн аталану секторӗнче йышăнаççӗ. Çавăн пекех документсен тата проектăн сканӗсене электронлă почтăна (Shilina.Tatyana@tatar.ru) яма пулать.
Конкурс пирки информацие тӗплӗнрех ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерствин тата «2023–2030 çулсенче Тутарстан Республикинчи Патшалăх чӗлхисене тата ытти чӗлхесене упраса хăварасси, тӗпчесси тата аталантарасси» патшалăх программин официаллă сайчӗсенче вырнаçтарнă. Ыйтусем пулсан 8 (843) 231-77-61 тата 8 (843) 231-77-52 номерпе шăнкăравласа пӗлме пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев