Тăван чӗлхесемпе олимпиада иртрӗ
Декабрӗн 15 – 17-мӗшӗсенче ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Республикăри олимпиада центрӗ çумӗнчи «Дуслык» сиплевпе вӗрентӳ комплексӗн никӗсӗнче шкул ачисен тăван чӗлхепе (чăваш, удмурт, мари, мордва) олимпиадин пӗтӗмлетӳллӗ тапхăрӗ иртрӗ. Унта республикăри шкулсенче 9 – 11-мӗш классенче вӗренекен 108 ача хутшăнчӗ.
Чăваш чӗлхипе тата литературипе Аксу, Алексеевски, Элкел, Апас, Пăва, Çӗпрел, Анат Кама, Теччӗ тата Çарăмсан районӗсенчен килнӗ вӗренекенсем; мари чӗлхипе тата литературипе Актаныш, Агрыз, Балтаси, Кукмор, Мамадыш, Мӗслӗм районӗсенчен килнӗ шкул ачисем лайăх кăтартусемпе палăрчӗç. Удмурт чӗлхипе литературине тарăн пӗлекен ачасем Агрыз, Балтаси тата Кукмор районӗсенче вӗренеççӗ иккен. Алексеевски, Пӗкӗлме тата Теччӗ районӗсенчи шкулсенче пӗлӳ пухакансем хăйсен мордва чӗлхипе литературине лайăх пӗлеççӗ.

Олимпиада вăхăтӗнче учительсем те вăхăта сая ямарӗç – вӗсем валли семинар йӗркеленӗччӗ. Удмурт, Чăваш, Марий Эл, Мордови Республикисенчи аслă вӗренӳ заведенийӗсенче вăй хуракан специалистсем вӗрентӳ процесӗнче усăллă пулакан нумай паха сӗнӳпе, методикăпа паллаштарчӗç вӗрентекенсене. Чăваш учителӗсене ЧР Вӗренӳ институчӗн чăваш чӗлхипе литература кафедрин заведующине Анна Семеновна Егоровăна итлеме питӗ кăмăллă пулчӗ.

Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура центрӗ çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ олимпиадăна хутшăнакан чăваш ачисем валли ятарласа мероприяти ирттерчӗ. Ăна Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланăччӗ. Аслăрах тусӗсем чăваш ачисем валли командăпа ӗçлеме вӗрентекен вăйăсем, тăван чӗлхепе культурăна юратма, тарăнрах вӗренме хавхалантаракан интерактивсем ирттерчӗç.

Уйрăм предметсемпе олимпиадăсем ирттерни «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе тата задачисемпе килӗшсе тăрать. Вăл шкул ачисене пултарулăхне аталантарма, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшать.
Олимпиада иртнӗ кунсенче «Дуслык» комплексра çичӗ чӗлхе янăрарӗ. Ачасем пӗр-пӗринпе хăйсен тăван чӗлхисемпе калаçрӗç. Ку мероприяти яланах уяв пек иртет, мӗншӗн тесен тăван чӗлхе яланах çӗнӗ туссем тупма та пулăшать.
Сăнӳкерчӗксем ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев