Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗпе!
Хаклă арçынсем, аттесем, кукка-пиччесем, асатте-кукаçейсем, ывăлсем, шăллăмсем ятарлă çар операцине хутшăнакансем – сире уяв ячӗпе саламлатпăр! Ырлăх-сывлăх, телей, юрату, çемьере тату та ытлă-çитлě пурнăç сунатпăр. Хуть мěнле йывăр пулсан та чун хaвалне ан çухатăр, çемйĕрсемшĕн тĕрев пулăр, ыранхи кун шанчăкĕ те сиртех пултăр. Ятарлă çар операцийӗнче Раççей чысне хӳтелекенсен килӗсене, хăйсен çемйисем патне çывăх вăхăтра сывă та çӗнтерӳпе таврăнмалла пултăр!
Хӳтӗлевçӗ-салтаксем
Хӳтӗлевçӗ хӳтӗлет
Çӗршыва, сана, мана.
Çӗнтерӳçӗ çӗнтерет –
Аркатать вăл тăшмана.
Пулнă, пур, пулаç вӗсем –
Хӳтӗлевçӗ-салтаксем,
Çӗнтерӳçӗ-паттăрсем –
Çӗршыва упракансем!
Хӳтӗлевçӗ-салтакра
Вăй-хăвачӗ Турăран.
Çӗнтерӳçӗ-паттăра
Чыс, хисепӗ халăхран!
Хӳтӗлевçӗ-салтаксем
Пил илеççӗ Турăран.
Сывă, сывлăхлă вӗсем
Таврăнсанччӗ вăрçăран!
Çывăх çын таврăнсан вăрçăран
Ыратнин сăлтавне ăнлансан,
Хăвăртрах сывалма пултаран…
Хурлăху ун чухне пӗтӗ сан –
Çывăх çын таврăнсан вăрçăран.
Кӗтнӗ çын кӗрсенех алăкран,
Чӗрӗ, сывă килсен вăрçăран,
Савăнса эс ăна ыталан –
Тӗнчере чи телейлӗ пулан!
Тăшмана çӗнтерсе таврăнсан,
Ыратни, чирлени пӗтӗ сан.
Хуйхăрма, ахлатма чарăнан –
Çывăх çын таврăнсан вăрçăран!
Андриян ГРИГОРЬЕВ.
Нурлат.
Таврăнап çӗнтерӳпе!
Вăpçăpaн курма таврăнчӗ
Ман ывăлăм январьте,
Вăpçă xирӗ пулмасан та
Çывăраймасть çӗрӗпе.
Шав утать, утать пӳлӗмре,
Урама тухса туртать.
Çывăpма выртсан тӗлӗкре
Вăpçă хирӗ курăнать.
Е дронсем вӗçce килеç пек,
Е снарядсем çyрăлаç,
Çывăрмасть, туртать ывăлăм,
Каласа çeç кăтартмасть.
Виçӗ хутчен вăл аманнă –
Снаряд ванчăк ӳтӗнче.
Касса кăларса сипленме
Унăн çyк халь вăхăчӗ.
«Ан кулян, анне, – тет, – эпӗ
Таврăнап çӗнтерӳпе!
Йывăç та лартса ӳcтерӗп,
Пӳрт çӗклӗпӗр эртeлпе!
Çyратса ывăл ӳcтерме
Манăн пур-ха ӗмӗтре.
Ан кулян, анне, йăлт лaйăх,
Таврăнап çӗнтерӳпе!»
Татьяна ЕРМИЛОВА (НИКОНОРОВА).
Ульяновск облаçӗ,
Аслă Нагаткин.
Раççей салтакӗ, йăт эс ялавна!
Çӗршыв ывăлӗсем! Илтетӗр-и?!
Пире леш нацистсем йăлт тӗп тăвасшăн.
Вӗсем пӗлмеççӗ, пирӗн юн вӗри,
Эпир чакмастпăр каялла пӗр аршăн.
Раççейӗмӗрӗн вӗçӗ-хӗрри çук,
Анчах та çăткăн тăшмансем кӗреймӗç.
Хăрушлăхра паян çӗршыв, ку чух
Нацист кунта кӗрсен пӗтмешкӗн тивӗç.
Чăваш, тутар, ирçе, якут, бурят
Пӗр окопра хăюллăн çапăçаççӗ.
Вӗсен фронтра пурин те халь пӗр ят –
Пурте тăшманшăн вырăс шутланаççӗ.
Ку салтаксем чакмаççӗ каялла,
Вӗсем вырăссемпе вӗт тăванланнă.
Раççей салтакӗ, нациста тылла,
Аркат, вăл пултăр тăпрапа пӗр танлă.
Раççей салтакӗ, йăт эс ялавна!
Çулу сан çăмăл мар, пӗлетпӗр.
Бандер вăл мур илесшӗ! Сăтана!
Çапса тустарăпăр час кӗпӗр-кепӗр.
Раççей халăхӗсен халь пӗр инкек,
Пит сăхă ку кавар тăшманăн куçӗ.
Раççей тăшманӗсен шăпи пӗр пек,
Эпир пӗрех пулатпăр Çӗнтерӳçӗ!
Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.
Ульяновск.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев