Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тавралăх тата тасарах пулӗ

Çак кунсенче ТР Экологи тата çутçанталăк ресурсӗсен министерствин цифрăллă платформи CIPR Digital премин çӗнтерӳçи пулса тăчӗ


Çак кунсенче ТР Экологи тата çутçанталăк ресурсӗсен министерствин цифрăллă платформи CIPR Digital премин çӗнтерӳçи пулса тăчӗ

Хусансем наградăна Чулхулара иртнӗ ЦИПР-2024 конференцире илчӗç. РФ цифра аталанăвӗн, çыхăнун тата массăллă коммуникацисен министрӗ Максут Шадаев ертсе пыракан жюри пайташӗсем çӗнтерӳçӗсене 13 номинаципе палăртнă. ТР Экологи тата çутçанталăк ресурсӗсен министерствин «Экология» цифрăллă платформи «Цифрăллă çутçанталăк» номинацире çӗнтернӗ.

 Çӗнтерӳçӗ-платформа ТР Экологи министерствин ӗçне витӗр курмалла çутать тата çынсене пурăнма, тавралăха лайăхлатма ырă условисем тăвать;
Тавралăхри улшăнусене 24/7 сăнаса тӗрӗслесе тăма пулăшать;
Çӗр айӗнчи усăллă япаласене кăларнине автоматла тӗрӗслесе тăрать;
Тавралăха варалакан вырăна (предприятие) палăртать.

Платформăна пӗлӗт пек веб-сервис технологийӗ çине никӗслесе тунă. Унăн виçӗ тӗп тытăм — «Недра», «Надзор», «Экомониторинг» тата темиçе пулăшакан модуль.

Çакăн пек платформăна тума ТР Экологи тата çутçанталăк ресурсӗсен министерствин заказ панă, патшалăх заказчикӗ —Тутартсан Республикин Цифра трансформацийӗн центрӗ, платформăна хатӗрлекенӗ — «Эттон» компанисен ушкăнӗ.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗк digital.tatarstan.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане