Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ТĂХĂРЬЯЛ КУБОКӖ» ШЕМЕКРЕ ЮЛЧӖ

Турнира ятарлă çар операцине хутшăнакансене халаллани те тăхăрьялсене сум кӳрет

Пăва районӗнчи Шемекре 27 çул ӗнтӗ таврари чăваш ялӗсен хушшинче «Тăхăрьял Кубокӗ» футбол турнирӗ ирттереççӗ. Кашни çул майăн 1-мӗшӗнче. Малтанхи çулсенче ăна шемексем хăйсен вăйӗпе йӗркелетчӗç пулсан, кăçал спорт уявне лайăхрах тума Пăва район администрацийӗ те, спорт комитечӗ те, Культура управленийӗ те, Пăва районӗнчи ЧНКЦ та, ТР ЧНКА та, «Суварпа» «Ялав» хаçатсем те хутшăнчӗç. Вӗсемсӗр пуçне вырăнти фермерсемпе предприяти ертӳçисем, Ульяновскри строительсен фирмисем тӗрев пани футбол турнирне çӳллӗ шайра ирттерме май пачӗ. 

 

Çанталăк хăратмасть

Майăн 1-мӗшӗнче çанталăк кашни çул тӗрлӗрен пулать. Кунӗпе çумăр çуни те, сивӗ те, юр ӳккелени те пулкаланă. Анчах та çанталăк пăтăрмахӗсем тăхăрьялсене нихăçан та хăратса тăман.

Пăва районӗнче Пӳркел, Кивӗ Мертлӗ, Элшел, Шемек, Чăваш Киштекӗ хăйсен командисене тăратрӗç. Тата административлă майпа Çӗпрел район­не кӗрекен Çӗнӗ Пăрăнтăк (халăхра ăна Станца е Восьмой теççӗ) команди те хутшăнчӗ турнира. Мӗншӗн тесен çак ял çӗрӗсем ӗлӗкрен Тăхăрьял тавралăхӗн шутне кӗреççӗ.

Çулсерен иртекен спорт уявӗ маларах пушă выртакан çӗре инвестицисем илсе килет. Ял хӗрринчи футбол площадки çумӗнчи инфраструктура лайăх­ланса пырать. Кунта пӳлсе илнӗ беседка, лармалли, апат тумалли вырăнсем, таканккисем туса лартнă. Кăçал çутă кӗртсе пысăк сцена та тума пултарнă. Унта юрлакансем валли хатӗрленмелли хăтлă пӳлӗм те пур. Сăмах май, сцена çинче Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă баннер çакăнса тăратчӗ. Тăхăрь­ялсем Аслă Вӗрентекенӗмӗре хамăрăн тесе йышăнаççӗ. Вăл Пăва уесӗнче çуралнă, Кивӗ Пăрăнтăкра вӗренсе пӗрремӗш пӗлӳ илнӗ. Пăва уесӗ валли учительсем хатӗрленӗ. Унăн паллă вӗренекенӗсенчен пӗри Чӗмпӗр  чăваш шкулне пӗтернӗ Григорий Тимофеев «Тăхăрьял» очерка çырни паян пире çак тăрăхри чăвашсен революцичченхи пурнăçне, йăли-йӗркисене ăнланма пулăшать. Кăçал Раççейре Педагог тата вӗрентекен çулталăкӗ, Тутарстанра Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗ пулни те сцена çине чăваш Патриархӗн сăнне вырнаçтарнине ăнлантарать.

Йăласем çирӗп Тăхăрьялта. Шемексемпе пимӗрселсем Питравкка уявне кӗрлесе, концертсемпе ирттереççӗ, Çимӗке те Шупашкар артисчӗсене чӗнеççӗ. Футбол турнирӗ ирттересси те кунта йăлана кӗрсе пырать.  

Малтан Пӳркелӗнчи, Кивӗ Пăрăнтăкри тата Шемекри Культура çурчӗсен ӗçченӗсем, Пӳркелӗнчи ача сачӗн воспитанникӗсем, хăйсен кăмăлӗсемпе юрласа савăнтарас текенсем концерт кăтартрӗç.

 

Вырăнти халăхсен туслăхӗ çирӗп

Пухăннă çынсене тата блиц-­турнира (командăсем са­хал мар пулнипе таймсем 15-шер минут кăна пычӗç) хут­шăнакансене Пăва районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ленар Шакирзянов саламларӗ. Вăл ял халăхне пӗлтерӗшлӗ тата кирлӗ ӗç тунишӗн тав турӗ, уйрăм çынсен хастарлăхне тӗслӗхе тăратрӗ. Вӗсем футбол турнирне кăна мар, яла та пысăк пулăшу кӳреççӗ. Турнира ятарлă çар операцине хутшăнакансене халаллани те тăхăрьялсене сум кӳрет. Çак пӗлтерӗшлӗ кун ентешӗсене саламлама Элшел ялӗнче çуралса ӳснӗ флот офицерӗ, Ульяновскри Подвод­ник-моряксен союзӗн ертӳçи Алексей Мордовкин, Каша ялӗнче çуралса ӳснӗ 2-мӗш ранг капитанӗ, Ульяновскри «Морское братство» общест­вăлла организацин председателӗ Александр Емелькин, Миротворецсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ Руслан Салимзянов, Пăва районӗнчи Афган вăрçи ветеранӗсен, хӗрӳ вырăнсенче пулнă салтаксен пӗрлешӗвӗсен представителӗсем килнӗччӗ. Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура цент­рӗн ертӳçи Владимир Ильин çамрăксем спорта аталантарнишӗн савăннине пӗлтерчӗ. Пăва районӗн чăвашӗсенче хăват пур, вăл спортра та, культурăра та, вӗренӳре те малалла кайма пулăшать. Палăрт­са хăвармалла, ăмăртăва чăваш ялӗсен командисем кăна хутшăнчӗç пулсан та, турнира йӗркелеме пулăшакансен хушшинче тутар хушамачӗсем те нумайччӗ. Çакă вырăнти халăхсен туслăхӗ çирӗп пулнине пӗлтерет. Çӗршыв умӗнче тăракан хăрушлăхсене çӗнтерме çынсем пӗрле, пӗр шухăшлă пулни пулăшать. Спорт вара пурне те пӗрлештерет. 

ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин алă пуснă Тав çырăвӗсене «Тăхăрьял Кубокне» йӗркелеме пулăшакансене пачӗ.

Ăмăртăвăн тӗп судйи Сергей Шайхутдинов вăйă рег­ламенчӗпе тата жеребьевка йӗркипе паллаштарчӗ. Футболистсене йӗркерен тухмасăр, намăссăр сăмахсем кăшкăрмасăр, пӗр-пӗрне хисеплесе выляма ыйтрӗ.

Фаворитсем 

тӳрех палăрчӗç

Çакнашкал пысăк мешехене йӗркелесе ирттерессинче курăнман ӗç питӗ нумай, кашни вак-тӗвеке шута илмелле, пӗлмелле, вăхăтлă хатӗрлемелле. Пăва район Ӗçтăвкомӗнчи Спорт тата туризм уйрăмӗн пуçлăхне Ирина Ивановăна турнира ирттернӗ çӗрте пысăк пулăшу кӳнӗшӗн уйрăм тав сăмахӗсем калас килет.  Шемексен хастарлăхӗ те çӳллӗ шайра. Николай Мешковпа Валерий Михайлов кунта ыйтусене çийӗнчех татса пани хăй пурнăçӗнче чылай курнă çынсене те тӗлӗнтерет-тӗр. Чыс та хисеп вӗсене! Тата, паллах, пулăшаканӗсен вашават командине!

Вăйă пирки калас пулсан, командăсен хушшинчи фаворитсем тӳрех палăрма пуçларӗç. Вӗсем хирӗç вылякансене 2 е 3 хуравсăр гол кӗртсе парăнтарчӗç. Вылякансем çулпа ытларахăшӗ салтакран килнисем пулни те курăнчӗ. Пӳркел командинче кăна нумайăшӗ шкул ачисемччӗ. Апла пулин те, аслăраххисене хирӗç вӗсем тăрăшса вылярӗç, илемлӗ вăйă кăтартрӗç.

Кивӗ Мертлӗ 3-мӗш вырăншăн Çӗнӗ Пăрăнтăкпа вылярӗ. Шел, мертлӗсен вăйӗсем çитеймерӗç тăтăш икӗ вăйă выляма, станцасем çӗнтерчӗç. Пӗрремӗш вырăншăн элшелсемпе шемексем тупăшрӗç. Кунта тавла­шусăр пулмарӗ. Финалта судья пенальти таптарни, паллах, хи­рӗçтерекен самант. Вăйăри самантсене татса пама хăш чух видео ӳкерекенсен пулăшăвӗ те кирлӗ пулчӗ. Юлашки вăйăра пӗтӗм вăя парса вылятăн. Çапла финалта та кăткăс самантсем самай пулчӗç. Шемексем вӗсене çӗнтерӳ патне илсе килнӗ икӗ голне те 11 метртан тапса кӗртрӗç. Элшелсем хирӗç вылякансен хапхине сыхлакан Юрий Зародышевăн кăмăлне хăвараймарӗç. Вăл, пӗр гол та кӗрттерменскер, тур­нирăн чи лайăх голкиперӗ пул­са тăчӗ. Чи лайăх хӳтӗлевçӗ – Алексей Пименов  «Шемек» ко­мандинчен, чи лайăх çурма хӳтӗлевçӗ – Никита Михеев  «Элшел» коман­динчен, чи лайăх тапăнакан – Сергей Пет­ров  «Çӗнӗ Пă­рăнтăкран», чи лайăх вылякан – Дмитрий Куликов «Элшел» командинчен. 

1, 2, 3-мӗш вырăн йышăннă командăсене турнира йӗркелекенсем укçан преми парса хавхалантарчӗç.

 

Константин МАЛЫШЕВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев