Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Театрсене никӗслекенсем асрах

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче чăваш театрне, киноне пуçарса янă ентешӗмӗр Иоаким Максимов-Кошкинский çуралнăранпа 130 çул çитрӗ. Тутар театрне никӗслекенсенчен пӗри Карим Тинчурин çуралнăранпа сентябрӗн 15-мӗшӗнче 136 çул çитрӗ.

 

Сентябрӗн 14-мӗшӗнче чăваш театрне, киноне пуçарса янă ентешӗмӗр Иоаким Максимов-Кошкинский çуралнăранпа 130 çул çитрӗ. Драматурга, режиссера, куçаруçăна, актера, РСФСР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçчене, СССР Писательсен союзӗн пайташне халалласа Шупашкарта Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтӗнче çавра сӗтел ирттернӗ. Аслă шкулăн «Наци еткерӗ» проекчӗн витӗмӗпе хатӗрленӗ ăна. Çавра сӗтеле студентсемпе педагогсем çеç мар, ятарласа чӗнсе килнӗ хăнасем те хутшăннă. ЧР Театр ӗçенӗсен союзӗн председателӗ Сергей Павлов тата правлени пайташӗсем, ЧР халăх художникӗн Элли Юрьевăн мăшăрӗ Галина Юрьева пулнă тӗлпулура.

Чăваш драма театрӗн артисчӗсем Иоаким Степановича сума суни çинчен каласа панă, вăл тунă ӗçсен калăпăшӗ сăмахпа виçсе калама çук пысăк пулнине палăртнă. «Чăваш театрӗн ашшӗ», – тенӗ ун пирки  пухăннисем хисеплӗн.  Сергей Павлов К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш Патшалăх академи драма театрӗ 106-мӗш театр сезонне И.С.Максимов-Кошкинские халалланине пӗлтернӗ.

Студентсем  И.С.Максимов-Кошкинскипе Тани Юнăн йывăр пулсан та кăсăк пурнăçӗ çинчен, пултарулăхӗ çинчен докладсем вуланă.  

                                                                                                                           ***

Тутар театрне никӗслекенсенчен пӗри Карим Тинчурин çуралнăранпа сентябрӗн 15-мӗшӗнче 136 çул çитрӗ. Çак паллă кун К.Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалăх драма тата комеди театрӗ ТР Культура министерствипе пӗрле паллă турӗ. Хусанти  театр ӗçченӗсем, куракансем Архангельски масрӗнче канăç тупнă дарматургăн вилтăпри çине чечексем хунă. Мероприятире театрăн директорӗ Ф.Мусагитов, тӗп режиссерӗ Т.Имамутдинов, ТР Культура министерствин уйрăм ертӳçи А.Файзрахманов, паллă çыравçăсем, артистсем, режиссерсем пулнă.

Карим Тинчурин ячӗллӗ паркра та Карим Галиевич палăкӗ умне чечексем хунă, сăмах тухса каланă, сăвăсем вуланă.

Шăп çак кун К.Тинчурин ячӗллӗ театр 2023-2024 çусенчи сезона «Идегей» (авторӗ Туфан Имаметдинов) спектакльпе уçнă, паллах, ăна та Карим Тинчурина халалланă. Спектакль пуçланиччен куракансем фойере театр оркестрӗ вылякан кӗвӗсене итлесе киленнӗ.

Сăнӳкерчӗк театр архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр