Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Театр шкула килет

Октябрӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 3-мӗшӗччен республикăра «Видимо-невидимо» театрпа педагогсен проекчӗ пурнăçланать. Ăна «Живой город» фонд «Татнефть» пулăшăвӗпе пурнăçлать.

Режиссерсемпе драматургсен, хореографсен виçӗ команди кӗрхи каникул вăхăтӗнче Балтаси районӗнчи виçӗ ялти шкула пуçтарăнса каять. Унта вӗсем шкул ачисемпе пӗрле «хула çыннисен театрӗ» форматпа спектакльсем хатӗрлеççӗ. 

Октябрӗн 31-мӗшӗнче вӗсене ял çыннисем, ашшӗ-амăшӗ пăхма пултараççӗ. Ноябрӗн 3-мӗшӗнче вара Хусанти MOÑ театр сцени çине кăлараççӗ постановкăсене. 
Сăмах май, ку проект пуçласа 2023 çулта Культура пуçарăвӗсен Президент фончӗ тӗрев панипе хута кайнă. Пӗлтӗр режиссерсемпе драматургсен командисем Новотроицки (Тукай районӗ), Богородски  (Пӗтреç), Киятпа Яна Чэчкап (Пăва районӗ) ялӗсенчи шкулсене çитсе ачасемпе спектакльсем хатӗрленӗ. Ачасен пӗтӗмӗшле аталанăвӗшӗн питӗ те усăллă проект. Эрне ытла чăн-чăн профессионалсемпе пӗрле ӗçлени усăсăр иртмӗ, тен, хăш-пӗри актер профессине суйлас тейӗ.   Кăçал Балтаси районӗнчи виçӗ ял шкулне ăннă. Çитес çул, творчествăлла ушкăн ытларах района çавăрса илессе шанас килет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование