«Театральное Приволжье» фестивалӗн регион шайӗнчи çӗнтерӳçисем паллă
Ача-пăча тата çамрăксен коллективӗсен «Театральное Приволжье» фестивалӗн VI тапхăрӗн регион шайӗнчи çӗнтерӳçисене палăртнă.
Жюри пӗтӗмлетӗвӗсем хыççăн проектăн финалне 28 спектакль тухни паллă пулчӗ. Раççейӗн 14 регионӗнчен ача-пăча тата çамрăксен театрӗсен пӗрер коллектив суйласа илнӗ. Çӗнтерӳçӗсен йышне кӗнӗ постановкăсене театральноеприволжье.рф официаллă сайтра вырнаçтарнă.
Пӗлтӗр иртнӗ юбилейлă сезонра фестивале 20 пине участник хутшăннă, 200 пине яхăн çын курма килнӗ. Пилӗк çул хушшинче проекта хутшăнакансен шучӗ пилӗк хут ӳснине те пӗлтереççӗ йӗркелӳçӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев