Теччӗ районӗнчи Çармăс библиотекинче патриотлăх сехечӗ ирттертӗмӗр
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗ районӗнчи Çармăс библиотекинче патриотлăх сехечӗ ирттертӗмӗр

Çармăс ялӗн библиотекинче Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ умӗн «Тăван çӗршыв ывăлӗсем – вырăс çӗрӗн хӳтӗлевçисем» темăпа историпе патриотлăх сехечӗ ирттертӗмӗр.

Мероприятие ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсен ашшӗ-амăшӗсене те чӗнтӗмӗр. 

Малтан библиотекарь пухăннисене пирӗн пысăк çӗршыва сыхлакансене мӗн­шӗн шăпах февралӗн 23-мӗшӗнче чыслани пирки каласа пачӗ. Унтан историри хӳтӗлевçӗсене аса илтӗмӗр – Авалхи Руçран тытăнса паянхи куна çити. Кашни ялпа хулан шăпи çӗршывăннипе тачă çыхăннă, çав шутра пирӗн ялăн та – çакна пурте палăртрӗç.

Тăван çӗршыва хӳтӗлесе пуç хунисене пӗр минут шăп тăрса асăнтăмăр. Çармăс шкулӗнче хатӗрленӳ ушкăнне çӳрекен ачасем куракансене илемлӗ юрă-ташăпа савăнтарчӗç. 

Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсене чун-чӗререн тав тăватпăр!

Лидия КАРАЕВА.

Çармăс ялӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.


2026 – Год воинской и трудовой доблести в Татарстане

Нет комментариев