Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юратупа шанчăклăхшăн

Кăçал çак çемье пӗрлешнӗренпе 40 çул çитнӗ. Пыркинсене район администрацийӗ «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысланă.

Вӗсем Хусанта вӗреннӗ вăхăтра паллашнă. Кăнна Кушки каччи ял хуçалăх институтӗнче вӗреннӗ, Аксу районӗнчи Емелькино хӗрӗ Хусанта финансист профессине алла илнӗ.

Дипломсем илнӗ хыççăн вӗсен çулӗсем уйрăлнă. Надежда Ярославле ӗçлеме каять, Алексей – тăван ялне таврăнать. Анчах та инçе хутлăх вӗсен туйăмӗсене çирӗплетсе кăна пынă иккен. Пӗр-пӗринсӗр пурăнма пултарайманнине сиссе çамрăксем пӗрлешме шутлаççӗ. Туй хыççăн çамрăк мăшăр пӗр авкă вăхăт Теччӗре пурăнать, каярах вӗсем чăваш патриархӗ çуралнă яла куçаççӗ.

Культура сферинче тăрăшнăран, Пыркинсем яли кăна мар, районти мероприятисене те хутшăнаççӗ. Алексей Александрович Иван Яковлев музейӗнче ирттернӗ экскурсисем нумайлăха çынсен асӗнче юлаççӗ, Надежда Кузьминична библиотекарь «Тăван Ен» фольклор ушкăнӗнче юрлать.

Вӗсем виçӗ хӗре çуратса ӳстернӗ, халӗ ӗнтӗ ялти кукаçипе кукамине ултă мăнукӗ савăнтарса пурăнаççӗ.

Рубин туйпа саламлакансем çумне эпир те хушăнатпăр.

Теччӗри «Авангард» хаçат материалӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев