Теччӗ районӗнчи Хупкӗперте пурăнакансем СВОри ентешӗсем валли ăшă чăлха çыхнă
Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшман пӗр ялпа хула та çук пуль Тутарстанра. Акă, Теччӗ районӗнчи Хупкӗпер ялӗнче пурăнакан аппасемпе мăнаккасем те салтаксем валли çăм чăлхасем çыхнă.
Раисăпа Зоя Канашовăсем, Елена Мустафеева. Нина Панасюк, Тамара Самаркина, Галина Янышева, Елена Ярандаева, Галина Ярмуллина ăшă чăлхасене ялти библиотекăна кӳрсе панă. Библиотекарь Мария Канашева хăй те çичӗ мăшăр çăм чăлха çыхнă паттăр ентешсем валли. Вера Никитина термоноскипе аялтан тăхăнмалли кӗпе-йӗм хатӗрленӗ СВОна ăсатма.
Хупкӗперсем кашни япалапа пӗрле пӗчӗк çыру та чикнӗ салтаксем валли. Çырура хӳтӗлевçӗсене çирӗп сывлăх сунса часрах çӗнтерӳпе таврăнма суннă. «Эпир сире кӗтетпӗр!» — тенӗ кăмăлтан.
Хупкӗпер хӗрарăмӗсем хатӗрленӗ парнесене библиотекарь çак кунсенче районти Культура çуртӗнче вырнаçнă пулăшу пунктне леçсе пачӗ.
Мария КАНАШЕВА.
Теччӗ районӗ,
Хупкӗпер.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
М. Канашева ăшă чăлхасене Теччӗри пулăшу пунктне панă самант.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев