Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗре 11-ти ача шаурмапа наркăмăшланнă

Теччӗри «Нур» кафере шаурма çинӗ хыççăн 11-ти хӗрача аптраса ӳкнӗ. Хытă наркăмăшланнăскере тухтăрсем çăлайман, августăн 27-мӗшӗнче Республикăн ача-пăча клиника больницинче вилсе кайнă вăл. Çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, инкекӗн сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.

Роспотребнадзор пресс-службин хыпарӗ çине таянса tatarstan24.tv сайт пӗлтернӗ тăрăх, ача вăйлă наркăмăшланнă хыпара ведомствăна августăн 23-мӗшӗнче килнӗ. Санитари тухтăрӗсем çийӗнчех Течче тӗрӗслевпе кайнă. Кафере чăнах та санитарипе-дезинфекци режимне, хатӗр апата хатӗрлемелли условисене пăснине, персонал харпăр гигиенăна пăхăнманнине палăртнă. Кафен ӗçне вăхăтлăха чарнă, апат-çимӗçӗн пробине илнӗ, вӗсене халӗ лабораторире тӗрӗслеççӗ. Чăн та, ку кафере наркăмăшланнă урăх пӗр тӗслӗх те пулманнине те палăртать Роспотребнадзор пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: проишствие