Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗре паян И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине паллă тăвасси пирки йӗркелӳ ушкăнӗн канашлăвӗ иртрӗ.

Унта Хусантан ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев, ТР Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ, «Сувар» хаçат редакторӗ Ирина Трифонова, Шупашкартан Чăваш Наци Конгресӗн президиумӗн пайташӗ Эдуард Бахмисов хутшăнчӗç.

Канашлăва Теччӗ район администраци пуçлăхӗн çумӗ Евгений Курков ертсе пычӗ. Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Володар Тимофеев сăмахӗсемпе, юбилее Кăнна Кушкинче Иван Яковлев çуралнă çурт тӗлӗнчен пуçламалла. Патриарх палăкӗ умне чечек çыххисем хурса митинг ирттернӗ хыççăн чӗннӗ хăнасем Течче çул тытӗç. Унта И.Я.Яковлевăн педагогика ӗçӗ-хӗлне халалланă наукăпа практика конференцийӗ ирттермелле. 
Пухăннисем пулас конференци теми, унăн тытăмӗ пирки канашларӗç, мероприятие шкул ачисене явăçтарасси пирки те калаçрӗç. Канашлăва хутшăннисенчен ытларахăшӗ уява апрелӗн 25-мӗшӗнче – Чăваш чӗлхин кунӗнче ирттерессишӗн пулчӗ.   
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев