Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тĕп сăнарсем — арçынсем

«Варкăш» литература клубӗнче хальхинче Юрий Исаевăн «Çӗнӗ касăн шухă яшӗсем» кăларăмне пахаларӗç. Хайлав пуххин хăтлавне поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, преподавательсемпе студентсем, Юрий Исаевăн ентешӗсем йышлăн пухăнчӗç. Ларăва Чăваш наци библиотекин «Чăваш кӗнеки» центрӗн ӗçченӗ Ольга Тимофеева ертсе пычӗ.

Юрий Николаевич «Çӗнӗ касăн шухă яшӗсем» кӗнеке еплерех çурални çинчен каласа пачӗ. Хайлавсене хăй аллă çул тултарнă тӗле иртнӗ çулсем çине çаврăнса пăхса, ачалăхпа яшлăха аса илсе, хăйнеевӗрлӗ пӗтӗмлетсе çырма шутланă-мӗн. Кăларăмри произведенисем пурнăç пулăмӗсене çутатаççӗ, туслăхпа юрату, ырăпа усал ыйтăвӗсене тишкереççӗ, ӗçе тата çутçанталăка юратма, аслă ăрăва хисеплеме вӗрентеççӗ. 

«Хайлавсем çырма Арсений Тарасовпа Владимир Степанов писательсем хавхалантараççӗ мана. Хамшăн кăсăклă пулăмсене сăнарлатса пама тăрăшрăм. Атте сăнарӗ тӗпре. Вăл, сăмахран, „Панулми“, „Пиçен тăшманӗ“ калавсенче тӗл пулать. Шӳтлӗ япаласем те пур. „Шăртлă сысна хӳри“ — хампа пулса иртнӗ истори. Ман геройсем ытларах чухне — арçынсем. Вӗсен шăпи, кулянăвӗ мала тухать. Юрату çинчен çырма пӗлместӗп эпӗ», — терӗ Юрий Николаевич.

Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Владимир Степанов кӗнекене пичете мӗнлерех хатӗрлени çинче чарăнса тăчӗ, хайлавсем интереслӗ пулнине, уйрăмах «Кӗрт» калав килӗшнине пӗлтерчӗ.

«Ку кăларăм маншăн çав тери хаклă. Тӳрех туртса кӗрет, питӗ чунлă. Ăна илемлӗ литературăран та ытларах юратса вуларăм. Нăрваш Шăхалӗ те мана çывăх. Ку кӗнеке тăрăх фильм та ӳкерме пулать. Унта приключени пур. Юрий Исаев — литературăри çӗнӗ вăй», — терӗ «Тăван Атăл» журналăн редакторӗ Арсений Тарасов. Василий Кервен поэт та унпа пӗр шухăшлă пулса чăваш литературин анине тепӗр арçын çыравçă сухалама пуçланишӗн хӗпӗртенине палăртрӗ.

Юрий Николаевичăн юлташӗ Владимир Галошев вара «Пӗррехинче Приютово станцире» калавра хăйне шыраса тупнă, тантăшӗ еплерех çырнине пӗлес тесе кăларăма тимлӗн тишкернӗ. Любовь Кудрявцевăпа Геронтий Никифоров произведенисене вӗрентекен куçӗпе вуланă. Вӗсенче воспитани саманчӗсем, илемлӗ сăмах çаврăнăшӗсем пуррине асăнчӗç. Ирина Софронова литература тӗпчевçи Юрий Исаевăн чӗлхи çыпăçуллă та ансат пулнине, автор вулакана тыткăнламалла çырма пултарнине палăртрӗ. Людмила Сачкова прозаик «Çӗнӗ касăн шухă яшӗсене» Леонид Агаковăн «Вăрçă ачисемпе» танлаштарчӗ. «Панулми» калавăн сюжечӗ чăнкă", — терӗ Людмила Николаевна. Ольга Васильева çыравçă Юрий Исаев сăнарсене тӗрлӗ енчен кăтартнине, сăнӳкерчӗксем кăларăма пуянлатнине пӗлтерчӗ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: книжные новинки