Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тепӗр 3 çултан интернетрах йăх тымарне тӗпчеме пултарăпăр

2027 çулта Тутарстанра йăх тымарне искусствăлла интеллект пулăшăвӗпе тӗпчемелли интернет-портала хута яма планлаççӗ. Проекта 93 яла кӗртнӗ те ӗнтӗ. Хальхи вăхăтра тепӗр тăваттăшӗпе ӗçлеççӗ.

Çакăн пек интернет-портал пулассине «Татар-информ» агентствăна ТР архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗн председателӗ Гульнара Габдрахманова пӗлтернӗ.

— Пирӗн «Ядкэр» проект пур. Пӗр IT-компанипе ятарлă платформа хатӗрлерӗмӗр. Унта метрика, ревизи кӗнекисенчи тата халăх çыравӗсен даннăйӗсене кӗртетпӗр. Унтан искусствăлла интеллект йăх тымарӗсене тӗпчеме пулăшӗ. Хальлӗхе эпир ялсемпе ӗçлетпӗр-ха. 2027 çулта вара патшалăх услугисен порталӗ урлă ку системăна кӗме ирӗк парасшăн. Çапла майпа граждансенчен хуть кам та хăйӗн йăх тымарне унта тӳлевсӗрех тӗпчеме пултарӗ, — тенӗ вăл. («Тăван ен» хаçат сайтӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество