Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Технологи прогресӗн символӗ

Микрохумлă кăмака çак эрнере 80 çул тултарчӗ, юбилей тӗлне ăсчахсем çӗнӗ тӗпчевсене пӗтӗмлетнӗ

Кун пек кăмакасемпе усă курни, уйрăмах апат хатӗрлени, сывлăхшăн сиенлӗ тенине илтме тӳр килетчӗ. Çак кунсенче ку сăмахсем суя пулнине пӗлтӗмӗр. Пермь ученăйӗсем кăмакапа çыхăннă чылай мифа сирнӗ.

– Пурне те шиклентерекенни – микрохумсем апата радиоактивлă тăвать текен сăмахсем кама иккӗлентермен-ши? Хăшӗсем хуçалăхра кирлӗ техникăна хăранипех туянман.

– Микрохумсм веществона ионизацилеймеççӗ, çавăнпа атомăн тытăмне те улăштараймаççӗ, тесе лăпантарчӗç ăсчахсем.

– Апатри витаминсене микрохумсем мар, ытлашши вӗри температура аркатать. Чăннипе микроволеовкăра хатӗрленӗ апатра кастрюльте вӗретсе пӗçернипе талаштарсан усăллă веществосем ытларах сыхланса юлаççӗ.

– Ача апатне микроволновкăра ăшăтнипе сиен пулмасть. Анчах ăна пӗр пек ăшăтмалла, кăшт вăхăтранах кларса пăтратса илмелле.

Чей хатӗрлеме шыва микроволновкăра та вӗрилентерме пулать. Анчах температури ытлашши ӳсесрен куркана е йывăç кашăк хумалла, е чей хутаçӗ.

Микрохумлӑ кӑмака кил-çуртри йăлана кӗнӗ техника кӑна мар, кулленхи пурнӑҫа революци евӗр улăштарнă тӗслӗх. Физика пурнӑҫа мӗнле улӑштарма пултарнине уҫӑмлӑн кӑтартса технологи прогресӗн символӗ пулса тăрать вăл.

Т.Маркова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: техника